Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килте кам хуçа?

Килте кам хуçа?

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕнче Чăваш Енре 472,5 пин уйрăм кил хуçалăхне шута илнĕ. Вĕсенче 1235,8 пин çын пурăннă. Ку вара пĕтĕм халăхăн 99 проценчĕ шутланать. Кил хуçалăхра вăтамран 2,6 çын пурăннă. Вăл шутран, хуласенче – 2,5 çын, ялсенче – 2,8.

Икĕ е ытларах çынран тăракан 65,6 процент кил хуçалăхне пĕр мăшăр тытса тăрать. Икĕ çемье пурăнакан хуçалăхсем 4 процент, виççĕ е ытларах çемьеллисем – 0,2 процент. Пĕччен пурăнакан ачаллă амăшĕсем 14,1 процент шутланнă, тăванĕсемпе тата тăван мар çынсемпе пĕрле пурăнакан ачаллă пĕччен ашшĕ-амăшĕсем – 4,8 процент, пĕччен ашшĕсем – 1,6, ытти тĕрлĕ кил хуçалăхĕ – 9,7 процент.

Çавăн пекех, çырав кăтартăвĕсем тăрăх, пĕр е ытларах çынран тăракан 62,5 процент кил хуçалăхĕнче 18 çултан аслăрах пĕр ача, 31,1 процент – икĕ, 6,4 процент – виçĕ е ытларах ача шутланнă. Хуласенче 69, 5 процент кил хуçалăхĕ пĕр ачаллă /ялсенче – 51,5 процент/, икĕ ачаллисем – 27,1 /ялсенче 37,5 процент/, виçĕ е ытларах ачаллисем 3,4 процент /ялсенче 11 процент/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code