Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Антитела пуррисене – QR-код

Антитела пуррисене – QR-код

Коронавирус чирĕ сарăлассине чарса лартас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн иртнĕ эрнекунхи ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре ковидпа чирлесе ирттернисен организмĕнче çителĕклĕ таран антителасем пур пулсан QR-код пама тытăнасси çинчен аса илтернĕ май:

– Чăваш Республикинче, пĕтĕмĕшле илсен, ку ĕçе йĕркелеме малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ, халĕ çакна тепĕр хут тишкерсе тухасси тата çынсене чăрмавсăр – QR-кодпа тивĕçтермелли майсене палăртасси анчах юлать, – терĕ. Сăмах май, çак шухăшпа Олег Николаев иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнчех тухса калаçнă пулнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов коронавирус тĕлĕшĕпе юлашки эрнери республикăри кăтартусемпе паллаштарнинчен çакна пĕлме пулчĕ: стационарти пациентсен хисепĕ ÿссех пырать, килте сипленекенсем те 10 пин çынран иртнĕ республикăра районта та çав-çавах çивĕч. Çавăнпа ковид уйрăмĕсенче койкăсен шутне ÿстерме тивнĕ. Халĕ Çĕнĕ Шупашкар больницин стационарĕ те «хĕрлĕ зонăрисен» шутĕнче. Министр палăртнă тăрăх, йывăр чирлесе больницăна лекнисен 99 проценчĕ прививка тутарман. ОРВИпе чирлекенсем те нумаййăн. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен шучĕ 25 хут ÿснĕ.

Районти лару-тăру та çивĕч. Кĕске вăхăтра – февралĕн 3-9-мĕшĕсенче çеç 128 çын коронавируспа сиенленни çирĕпленнĕ. Малтанхи эрнерипе танлаштарсан, кăтарту 1,9 хут ÿснĕ. Хăш ÿсĕмрисем ытларах чирленĕ? Вĕсен шутĕнче ĕçлекен çынсем: нумайрах 30-49 çулхисем – 24-ăн, 50-59-çулхисем -30-ăн. Аслă ÿсĕмрисем те /60-69 çулхисем/ 22-ĕн, 70 тата унтан аслăрах çулхисем 21-ĕн. Ковид çирĕпленнин тĕслĕхĕсем чи нумаййи Елчĕк ял тăрăхĕнче, кунта палăртнă тапхăрта харăсах 46 çын чирленине шута илнĕ. Курнавăш – 18, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче 16-шар тĕслĕх…

Районти оперштаб ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата райбольницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова яланах сыхă пулмалли, асăрханулăх мерисене пăхăнасси /маска режимĕ, социаллă дистанци, алăсене çуса сиенсĕрлетекен хатĕрсем/ пирки, район халăхне вакцинаци тăвасси пирки чарăнса тăчĕç.

Коллективлă иммунитет çирĕпленсен тин чиртен хăтăлса юлма пулнине пурте лайăх ăнланма тивĕçлĕ. Апла пулин те прививка тăвасси халĕ те кирлĕ шайра мар. Февралĕн 11-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакан çынсен 62 проценчĕ, çав шутран 60 тата унтан аслăрах ÿсĕмрисен 52,2 проценчĕ анчах прививка тума килĕшнĕ.

Вакцинаци тутарнă çын чире çăмăллăн ирттерме пултарни çинчен кашни çынна ăнлантарса парассине районти медицина тата социаллă учреждени ĕçченĕсем, вĕсемпе пĕрле – ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалистсем хăйсем çине илнĕ. Урăхла май çук, хальхи вăхăтра ниçтах та тухса çÿремен ял çыннисен прививка пирки юриех халăх хушшинче саракан суя информацие те сахал мар илтме тÿр килет. Хăшĕ-пĕри тĕрĕс мар сăмахсене пула хальлĕхе прививка тума иккĕленсе тăрать. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх вара, пачах тепĕр майлă, аслă ÿсĕмрисен вăхăта тăсмасăр вакцинаци витĕр тухмаллах. Мĕншĕн тесен шăпах аслă ÿсĕмри çынсене шала кайнă чирсем нушалантараççĕ. Хальхи вăхăтра районта сахăр диабечĕпе нушаланакансем тата тулли кĕлеткеллисем нумаййăн. Ковид килсе çаклансан вĕсен ÿпки кĕске вăхăтра 60-70 процент таран сиенленме пултарать…

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code