Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялта пурăнма лайăх-и, хулара-и?

Ялта пурăнма лайăх-и, хулара-и?

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тунтикун ирхине 6 сехет çурăран пуçласа район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе онлайн мелĕпе ирттернĕ канашлура Раççей, хальхи вăхăтра Чăваш Ен Правительствишĕн те регион аталанăвĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăракан, ял çыннине тÿртен пырса тивекен ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Вĕсенчен кашнийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Тĕп самант: 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен «Ялти ипотека» çăмăллăхлă проект ĕçлеме пуçлани. Урăхла каласан, малашне ял çыннисем, яла пурăнма куçас текен хула çыннисем те, чи пĕчĕк процент ставкипе /3 процент/ ипотека кредичĕ илме пултарни. Чăваш Республики çак программăна хутшăнма тĕплĕн хатĕрленни канашлура пуçарнă калаçуран уççăн йĕрленчĕ. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина тата Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕн представителĕсем çак ыйту тавра тата тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Унччен вара ялта социаллă ипотека пулман. Кăçалтан тытăнса граждансене яллă территорисенче /яллă агломерацисенче/ уйрăм çурт-йĕр хăпартма е туянма вăрах вăхăта, тÿлевпе 25 çул хушшинчи тапхăрта татăлма ирĕк паракан 3 миллион тенкĕ таран çăмăллăхлă кредит уйăрни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кирек камшăн та пысăк пулăшу, çирĕп тĕрев пулмалла. 2019 çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕн тата «Тăван радион» «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравланă май «Ялти ипотека» программа пирки те чарăнса тăчĕ. Кăçал ялта çурт тăвассин калăпăшĕ 10 процент, 2021 çул тĕлне 20-25 процент ÿсессе шаннине палăртрĕ.

«Ялсен территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн банксем кĕçех ялта пурăнакансене шыв пăрăхĕсене вырнаçтарма, газ кĕртме, тирпей-илем, юсав ĕçĕсене пурнăçлама тата ыт. те çăмăллатнă потребитель кредичĕсемпе тивĕçтерме пуçласси те паллă. Сăмах май, çак программăпа Чăваш Республикинчи ялти çамрăк специалистсем çак вăхăтчен те усă курнă. Вĕсене çурт-йĕр хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрнă. Ялта ĕçлесе пурăнакан, анчах çулĕпе илсен çамрăк специалист шутне кĕмен çынсене çурт-йĕр хакĕн 50 процентне субсиди шучĕпе саплаштарма майсем туса пани те пысăк пулăшу.

Правительство ял шăпишĕн пăшăрханать. Программăн тĕп тĕллевĕ те хула çыннисене яла илĕртесси, çамрăксене яла хăварасси, çавăн пекех ялта пурăнакансен йышне Раççей халăхĕн пĕтĕмĕшле хисепĕн 25 процентĕнчен кая мар сыхласа хăварасси пулса тăрать. Ахальтен мар 2020 çулта яла пулăшма 36 миллиард тенкĕ уйăраççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code