Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе

Хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе

Республикăри АПК отраслĕн аталанăвне уйрăм хушма хуçалăхсем те пысăк тÿпе хываççĕ. Сĕт туса илессинче вĕсен тÿпи – 54, аш-какай туса илессинче 35 процент йышăнать. Хушма хуçалăх тытакан уйрăм çынсем çĕр улмипе пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ тата ыт.те.

Хушма хуçалăхсене аталанма пулăшни – шанчăклă тĕрев. 2 çул каялла республикăра ĕне тытакансене пулăшма субсиди уйăрма тытăнчĕç. Иртнĕ çул ăна кашни сăвăнакан ĕнешĕн 2400 тенкĕ илме пулнă. Кăçалтан тытăнса пулăшу виçи урăх пулĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен ĕне усракансен хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленмелле. Ун хыççăн тин субсидие тивĕçме пулĕ: пĕр ĕне пуçне вăтамран 7-8 пин тенкĕ. Çавăн пекех вĕсене ĕне туянма кайнă тăкака туллин /100 процент/ саплаштараççĕ.

Çапла майпа кăçалтан тытăнса хушма хуçалăх тытакансем хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем шутланаççĕ. Патшалăх малашне вĕсене те çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, аш-какай туса илме каякан тăкаксене саплаштарма пулăшĕ. Пыл хурчĕ ĕрчетекенсен те вĕлле, пуш карас, рама, эмел туянма кайнă тăкаксене тавăрма май пур. Малашне ял хуçалăх техники туянма кайнă тăкакăн 40 проценчĕ таран бюджетран саплаштараççĕ. Унччен вара ку çăмăллăхпа организацисемпе фермерсем кăна усă курнă. Енчен те çĕнĕ йĕрке килĕшмесен ĕçе пăрахăçлама та пулать.

«Хăй тĕллĕн ĕçлекен» статуса илнĕ уйрăм хушма хуçалăх тытакан çыннăн никам умĕнче те нимĕнле отчет памалла мар, сĕт е тăпăрчă сутса тунă укçана банк урлă куçармалла. Кашни уйăхра пулнă тупăшран 4 проценчĕ налук тÿлеме каять. Программăна хутшăнакансен ĕç стажĕ пулать, тивĕçлĕ канăва тухасси те çăмăлланать. Çав хушăрах пенси фондне те тÿлемелле мар.

Ĕне туяннин тăкакĕ каялла таврăнать. Тĕслĕхрен, ăна 70 пин тенкĕпе туянсан та каялла çавăн чухлех тавăрса параççĕ. Ял хуçалăх техники, выльăх апачĕ туянсан та тăкакăн 40 процентне бюджетран саплаштараççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем кооперативсене пĕрлешсен чĕр тавара вырнаçтарма та çăмăлланĕ.

Фермерсем валли те пулăшусене сыхласа хăварнă. «Агростартап», «Фермер шкулĕ» программăсене хутшăнакансем хăйсен хуçалăхĕсене аталантарма грантсем илеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code