Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕрпе мĕнле усă куратпăр?

Çĕрпе мĕнле усă куратпăр?

Россельхознадзăрăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем çĕр саккунĕсене мĕнле пăхăннине уçăмлатас тĕллевпе 2023 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 68,5 пин гектар лаптăка тĕрĕсленĕ.

Ку ĕçе хăвăртрах та лайăхрах пурнăçлама пире вĕçекен пилотсăр аппаратсем пулăшаççĕ. Хуçалăхсем 37,2 пин гектар çĕр лаптăкĕпе (çуррине яхăн) саккуна пăсса усă курнине çирĕплетнĕ. Çĕрпе усă курмалли саккунсене пăхăнмаллине, йĕркене пăсма хистенĕ сăлтавсене тата условисене пĕтермеллине аса илтерес тĕллевпе харпăрлăхçăсемпе, арендаторсемпе иртнĕ çул 714 мероприяти ирттернĕ. Лаптăксене çум курăкпа йывăç-тĕм хупăрласа илнине, вĕсене ял хуçалăхĕпе, агропромпа çыхăннă производствăна явăçтарманнине управлени кăçал та тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнманнисен шутĕнче вĕсем — пĕрремĕш вырăнта. Иккĕмĕшĕнче — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре кил-çуртран, производствăран хытă каяш кăларса тăкни.

Управлени специалисчĕсем çавăн пекех 2024 çулхи пĕрремĕш кварталта Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпỹ, Шупашкар, Çĕмĕрле округĕсенчи 1,2 пин гектар йышăнакан 128 лаптăка тĕрĕсленĕ май çакна палăртнă: асăннă лаптăксенче агротехника мероприятийĕсене пурнăçламасан çу каçиччен çум курăкпа йывăç-тĕм ашкăрма пултарасси куç умĕнче. Харпăрлăхçăсемпе арендаторсене йĕркене пăхăнманшăн асăрхаттарнă. Кăçал Муркашпа Патăрьел округĕсенчи 21 тăваткал метрта коммуналлă хытă каяшсен икĕ купине тупса палăртнă. Çакăн пирки вырăнти влаçа асăрхаттарнă хыççăн çитменлĕхе пĕтернĕ.

Çĕре юхăнтарса яма, унта йывăç-тĕм çитĕнтерме, ăна сухаламасăр-акмасăр вырттарма юраманнине, унпа тухăçлă усă курмаллине кашни харпăрлăхçă, арендатор пĕлме тивĕçлĕ. Ку ĕçре профилактика тĕп вырăн йышăнать. Иртнĕ çул йĕркене пăхăнманнисене 455 хутчен асăрхаттарнă. Тăрăшни сая кайман: 4 пин ытла гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Танлаштарма: 2022 çулта 725,8 çеç ĕçе кĕртнĕ пулнă. Профилактика ĕçне малалла тăсатпăр.

РФ Правительство Председателĕн çумĕ Виктория Абрамченко хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енри муниципалитетсенче çĕрпе мĕнле усă курнине çирĕплетес тĕллевпе ятарлă штаб туса хунă. Муниципалитетсенче усă курман лаптăксене тупса палăртсанах унта сỹтсе яваççĕ. Ун пек тĕслĕх ан пултăр тесен ялсене çитсе тĕрĕслемеллине, усă курман çĕрсене ял хуçалăх производствине явăçтармаллине хуçисене асăрхаттарсах тăратпăр. Ларура уй-хирте тупса палăртнă хытă каяш куписене тиесе ярассипе çыхăннă ыйтусене те тишкеретпĕр.

Н.РОМАНОВ,
Россельхознадзăрăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code