Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсем тăшмана çĕнтернĕ, пирĕн те çĕнтермеллех

Вĕсем тăшмана çĕнтернĕ, пирĕн те çĕнтермеллех

Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитрĕ. Унччен Совет Союзĕн йышне кĕнĕ, чăн вырăс çĕрĕсем шутланакан Донецк, Луганск, Херсон, Запорожье, Харьков облаçĕсенче, çавăн пекех Раççейĕн хĕвел анăç облаçĕсенче паян та лăпкă мар. 80 çул каяллахи пекех, хура хĕреслĕ танксем вырăс çĕрĕсене таптама хăтланаççĕ. Украина национализмне хирĕç тăнă Раççей çарĕн йышĕнче Тĕмер çамрăкĕсем те пур. Çĕршыв чĕннипе Александр Павлович Воронов, Эдуард Павлович Кириллов икĕ çул каялла салтак тумне тăхăннă. Александр Воронов çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн полк командирĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Эдуард Кириллов, шел пулин те, ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче иртнĕ çул пуçне хунă. Александрăн аслашшĕ Николай Яковлевич Воронов, Эдуардăн мăн аслашшĕ Павел Спиридонович Кириллов, тăванĕсем 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă.

Ятарлă çар операцийĕ, унта çапăçнă, халĕ çапăçакан ентешсем çинчен паян пĕтĕмпех, тĕплĕн каласа пама иртерех пулĕ. Çар вăрттăнлăхĕ те пур. Анчах Александр Вороновăн аслашшĕ, Эдуард Кирилловăн мăн аслашшĕ, тăванĕсем иртнĕ вăрçăра мĕн тỹссе ирттернине Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитес умĕн çырса кăтартни вырăнлă пулĕ, мĕншĕн тесен паянхи ăрăвăн пысăк пайĕ хăйсен несĕлĕсен паттăрлăхĕпе хавхаланса ỹсет, вĕсем пек пулма тăрăшать. Çакна Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнсенчен килекен хыпарсем, Раççей халăхĕ салтаксене пулăшни аван çирĕплетет. Пирĕн асаттесем тăшмана çĕнтернĕ, пирĕн те çĕнтермеллех!

Николай Егорович Воронов
(1923-1994)

Фронтра кашни салтак тупă умĕнче те тăмасть, атакăна та çĕкленмест. Камăн та пулсан çапăçакан çара хĕç-пăшалпа, апат-çимĕçпе, ытти хатĕрсемпе тивĕçтермелле.

Апла пулин те вĕсен фронтри çар служби лăпкă иртнĕ тесе калама çук. Çакăн пек салтаксен йышне 1923 çулта çуралнă, çар ретне 1943 çулхи августăн 30-мĕшĕнче тăнă Николай Егорович Воронова кĕртме пулать. Танксене хирĕç кĕрешекен Хĕрлĕ Ялавлă, Катевицки ячĕллĕ 322-мĕш артиллери полкĕн 2-мĕш батарейин аслă шоферĕ вăрçă вăхăтĕнче икĕ хутчен — 1944 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче йывăр, 1945 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çăмăл — аманнă. Иккĕшĕнче те сывалса çитнĕ хыççăн хăйĕн чаçне таврăннă, артиллери полкĕн батарейине тăшман тупăсенчен персе тăнă, самолетсенчен бомба пăрахнă самантсене пăхмасăр хĕç-пăшал, тупă турттарнă. Пурнăçшăн хăрушă самантсем унăн умне те тăтăшах сиксе тухнă. Анчах çынна курăнмалла паттăрлăх кăтартманран-и, ăна орден е медаль паман. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн çар командованийĕ çакăн пек салтаксем çинчен аса илме тытăннă. Николай Воронов гварди сержантне те «Паттăрлăхшăн» медаль пама танксене хирĕç кĕрешекен 322-мĕш артиллери гварди полкĕн командирĕ Совет Союзĕн Геройĕ Плысюк гварди подполковник награда хучĕ çине çапла çырнă: «1943 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ хăй паттăр салтак, полкра службăра тăнă вăхăтра дисциплина енчен çирĕп, специальноç енĕпе лайăх хатĕрленнĕ сержант пулнине кăтартнă. Политика енчен туптаннă, кăмăл-туйăмĕ çирĕп».

Награда хутне малалла артиллери дивизийĕн командирĕ, артиллери корпусĕн командирĕ, Мускав çар округĕн командующийĕ Артемьев генерал-полковник çирĕплетнĕ вăхăтра Николай Воронов гварди сержантне демобилизациленĕ, вăл тăван яла таврăннă. Хăйне тивĕçлĕ наградăна — «Паттăрлăхшăн» медале — 1947 çул вĕçĕнче Елчĕкри çар комиссарĕн аллинчен илнĕ. 1945 çулта «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе, 1985 çулта Отечественнăй вăрçăн II степень орденĕпе наградăланă. Тăван яла таврăннă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухичченех тỹрĕ кăмăлпа колхозра шофер пулса ĕçленĕ.

Павел Спиридонович Кириллов
(1911-1942)

Пĕртăван Кирилловсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине виççĕн хутшăннă. Павел Спиридонович вăрçă умĕн хальхи Матросов тăкăрлăкĕнче мăшăрĕпе Ольга Ивановнăпа тата Миккуль ывăлĕпе пурăннă. Халĕ унта Нонна ятлă мăнукĕ пурăнать. Киркка Павăлĕ Мускава ĕçлеме çỹренĕ, унтанах фронта тухса кайнă. Мускав çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Стрелоксен 18-мĕш гварди дивизийĕн 343-мĕш полкĕн хĕрлĕ армеецĕ Смоленск облаçĕнчи (халĕ — Калуга облаçне кĕрет) Юхнов районĕнчи Кувшиново ялĕ патĕнчи çапăçура 1942 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче вилнĕ. Унăн ỹтне çав района кĕрекен Шуклеево ялĕнчи 16-мĕш №-лĕ тăванла масара пытарнă.

Степан Спиридонович Кириллов
(1903-1968)

Тябук Çтаппанĕ çинчен «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекесенче кĕскен çырса кăтартнăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче икĕ çул Хĕрлĕ Çарăн кадрти службинче тăнă, ялти тата Лаш Таяпари ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. Тĕмер ялĕн чиркĕвне сыхласа хăварнинче унăн тỹпи пысăк пулнă теççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче стрелок, медсанбат санитарĕ, рота санинструкторĕ, артиллерист пулнă, виçĕ хутчен аманнă.

Степан Спиридонов фронтра Хĕрлĕ Ялав орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале, III степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. 1942 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче Степан Кириллов рядовоя Калинин фронтĕнчи 30-мĕш армине кĕрекен 143-мĕш танк бригадине куçараççĕ. Бригада çав вăхăтра тылра формированинче пулнă. Июль уйăхĕнче ăна Ржев патне ăсатаççĕ. Çак вăхăтра фашистсем вăйлă çирĕплетнĕ хулана çине тăрса хỹтĕленĕ, мĕншĕн тесен Ржев хысакĕ пирĕн çарсен оборонине 100 çухрăм ытла кĕрсе тăнă. Унтан Мускав инçе пулман. Çак хысакра пирĕннисем те, фашистсем те пысăк çар вăйĕсем тытнă. Кунта çапăçусем пĕр чарăнмасăр пынă. 1942 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар чаçĕсем Ржев тăрăхĕнче çĕнĕ наступлени пуçарса янă. 143-мĕш танк бригади стрелоксен 2-мĕш гварди дивизийĕпе тăшман оборонине татса 7 яла ирĕке кăларнă, мотострелоксен пулемет батальонне 210,5 тỹпеме тытса илме приказ панă. Кунта çапăçусем икĕ куна яхăн пынă. Батальон иккĕмĕш кунне пысăк çухатусем тỹссе тỹпеме тытса илнĕ. Çакăнта 143-мĕш танк бригадин мотострелоксен пулемет батальонĕн санитарĕ Степан Кириллов хĕрлĕ армеец тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă. Мотострелоксен 143-мĕш пулемет батальонĕн командирĕ Николаев капитанпа батальон комиссарĕ Дементьев Тĕмер чăвашне Ленин орденĕ пама награда хучĕ çырнă: «В бою против немецких оккупантов за высоту 210,5, что юго-восточнее дер. Дешовка, 02.08.42 г. тов. Кириллов, работая санитаром, вынес с поля боя 85 раненых бойцов и командиров, 76 с оружием и остальных без оружия». 143-мĕш танк бригадин командованийĕ, çавăн пекех 30-мĕш арми командующийĕн танк çарĕсем енĕпе ĕçлекен заместителĕ Кирсанов подполковник çакăнпа килĕшнĕ. Анчах арми командующийĕ Лелюшенко генерал-лейтенант тата армин Çар Канашĕн членĕ, дивизион комиссарĕ Доронин хĕрлĕ кăранташпа Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлас тесе тỹрлетнĕ. Хĕвел анăç фрончĕн командующийĕн арми генералĕн Г. Жуковăн 1942 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче çапăçура палăрнă салтаксемпе офицерсене, генералсене правительство наградисем парасси çинчен 1143 №-лĕ приказра Степан Спиридонович Кириллов хĕрлĕ армеец хушамачĕ те пур. Ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.

1941-1942 çулсем пирĕн çарсемшĕн питĕ йывăр çулсем пулнă. Вĕсем пысăк çухатусем тỹссе каялла чакнă. 1942 çул вĕçĕнче Сталинград патĕнче çĕнтернĕ хыççăн çеç лару-тăру лайăхланма тытăннă. Çавăнпа та вăл вăхăтра çар çыннисене питĕ сахал наградăланă. Хĕрлĕ Ялав орденĕ пĕлтерĕшĕпе çав çулсенче Ленин орденĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăнă.

Юлашки ордена мĕншĕн панине 6-мĕш гварди армийĕн стрелоксен 51-мĕш дивизийĕн стрелоксен 287-мĕш полкĕн командирĕ 1944 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче çырнă награда хутĕнче çапла палăртнă: «В боях за г. Полоцк 02.07.44 г., находясь в боевых порядках наступающих подразделений, проявляя отвагу и находчивость, оказывал медицинскую помощь раненым бойцам и офицерам. За 02 и 03.44 г. т. Кириллов лично оказал помощь 35 раненым и вынес с поля боя вместе с их личным оружием 28 тяжело раненых. Возвращаясь обратно на поле боя он приносил с собой боеприпасы для наступающих бойцов».

Дивизи командирĕн Хвостов генерал-майорăн 1944 çулхи августăн 6-мĕшĕнчи приказĕпе Витебск ячĕллĕ, Хĕрлĕ Ялавлă стрелоксен 51-мĕш дивизийĕнчи 287-мĕш полкĕн стрелоксен батальонĕн санинструкторне III степень Мухтав орденĕпе наградăланă.

Георгий Спиридонович Кириллов
(1908-1974)

Хĕрлĕ Çара Киркка Якурне 1942 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче илнĕ, Вăрмарти çар комиссариатĕнче пуçтарăнакан ятарлă командăна ăсатнă. Çав кун унпа пĕрле фронта Иван Андреев, Дмитрий Антонов, Василий Беляев, Иван Воробьев, Сильвестр Дутов, Федор Ильин, Гурий Николаев тата ыттисем тухса кайнă. Аманнă. Вăрçăран таврăннă хыççăн Тĕмерте пурăннă. Шел,фронтри кун-çулне уçса паракан пĕр документ та тупăнмарĕ.

Иван Петрович Кириллов
(1924-2008)

Иван Петрович Кириллов (Киркка Ванькки) Тĕмер çыннисен асĕнче сад ăсти пулнипе, ял валли сад ĕрчетнипе асра юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те палăрнă вăл. Хĕрлĕ Çара ăна 1942 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче илнĕ. Фронта вара çав çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче, тылра çар ĕçне виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн лекнĕ. Калинин фронтĕнчи стрелоксен 34-мĕш дивизийĕн 738-мĕш полкĕнче разведка взводĕнче службăра тăнă. Çапăçакан çарта унăн виçĕ уйăха яхăн çеç пулма тивнĕ. Анчах нушине пайтах курнă. 1943 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Белый ятлă хулашăн пынă хаяр çапăçура фашистсен термит пули сылтăм аяк пĕрчине пырса тивнĕ. Çак пуля пĕтĕм ỹт-пĕве амантса хăварнă. Çулталăк хушши госпитальте сипленсен 3-мĕш ушкăн инвалидне çартан киле янă. 1945 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code