Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентеше асăнса

Ентеше асăнса

Шупашкарта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса ирттернĕ йывăр атлетсен регионти ăмăртăвĕнче Елчĕк район команди ăнăçупа палăрнă.

Пирĕн атлетсем, тĕп хула штангисчĕсене çеç мала ярса, çичĕ командăран 2-мĕш вырăн йышăннă. Хăйсен виçисенче Анатолий Иноходовпа Артемий Перцев çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, Андрей Портнов, Артур Никонов, Полина Андреева, Юлия Веникова пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Виççĕмĕшсен – Юлия Осипова, Артем Зайцев, Павел Портнов кăтартăвĕсем те сумлă.

Спортсменсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов, Сергей Шелтуков мăшăрĕ Светлана Петровна тата ыттисем саламланă. Министр Елчĕк районĕн йывăр атлетика федерацийĕн председательне Денис Портнова Тав çырăвĕпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code