Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирек хăшне суйла

Кирек хăшне суйла

Çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен гражданла тăрăм акчĕсене регистрацилес тĕллевпе кирек хăш ЗАГС органне те суйлама юрать.

Патшалăх регистрацийĕ витĕр кăлармалли актсем çаксем: ача çурални, мăшăрланни, уйрăлни, усрава илни, ашшĕлĕхне палăртни, ята улăштарни тата çын вилни çинчен. Пурнăçри ку пулăмсене çирĕплетсе ЗАГС органĕ актсем хатĕрлет, ун хыççăн патшалăх регистрацине ĕнентерекен свидетельствăсемпе тивĕçтерет.

Хальхи вăхăтра ку ĕçсене пулăм вырăнĕнчи /сăмахран, ача çуралнă вырăнти/, çын пурăнакан е актра çырса хуни упранакан вырăнти ЗАГС пайĕнче пурнăçламалла. Мăшăрланăва кĕме кăна кирек хăш ЗАГС органĕнче юрать. Саккунри çĕнĕлĕхсем вара çак чарусене пăрахăçлаççĕ.

2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен мĕнпур гражданла тăрăм акчĕ тĕлĕшпе территорие пăхăнман йĕрке ĕçлет. Ача çуралнине, уйрăлнине, усрава илнине, ята улăштарнине тата çын вилнине гражданин, ăçта пурăннине пăхмасăрах, кирек хăш ЗАГС органĕнче те регистрацилеме пултарĕ. Çак çăмăллатнă йĕркепех справкăсемпе тепĕр хутчен свидетельствăсене илме, актсене улшăнусемпе тÿрлетÿсем кĕртме, çырса хунисене çĕнетме тата пăрахăçлама май пулĕ.

Улшăнусем ЗАГС тивĕçтерĕвĕсене илессине ансатлама пулăшĕç.

Н.БАЙМУШКИНА,
районти ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code