Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 50 пин тенкĕ параççĕ

50 пин тенкĕ параççĕ

Чăваш Енре пурăнакан «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă çынсем пĕр хутчен паракан 50 пин тенкĕлĕх тÿлеве тивĕçĕç.

Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн сентябрĕн 17-мĕшĕнчи 553-мĕш номерлĕ «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă е «Пурнăç çулне» уçнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Блокадăри Ленинградра пурăннă çын» паллăна тивĕçнĕ Раççей гражданинĕсене пĕр хутчен тÿлесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. 50 пин тенке Раççейри 77 пин çын илĕ.

«Пурнăç çулне» 1941 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче уçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ладога кÿлли урлă хывнă çул блокадăри Ленинградра пурăнакансемшĕн вилĕмрен çăлăнса юлмалли пĕртен-пĕр çул пулнă.

Указпа килĕшÿллĕн Латви, Литва, Эстони, Абхази, Кăнтăр Осети Республикисенче тата Приднестровьере пурăнакан Раççей гражданĕсем те 50 пин тенкĕ илме пултараççĕ.

Чăваш Республикинче çак тÿлеве 29 çын илĕ. Вĕсен ятарласа Пенси фондне каймалла мар, укçана ноябрьти пенсипе пĕрле илеççĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code