Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Наставник шкулта пулчĕ

Наставник шкулта пулчĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта хăй вăхăтĕнче кунта кĕçĕн классен учителĕнче тата директорта ĕçленĕ Людмила Горшкова пулчĕ.

«Педагог тата ăс паруçă» темăпа йĕркеленĕ тĕл пулура Людмила Александровнан çиччĕмĕшсене каласа памалли сахал мар çуралчĕ. Хăйĕн ачалăхĕнчи тапхăра паянхипе танлаштарчĕ, вĕренỹри тата обществăлла ĕçĕсенчи паллă пулăмсене уçса пачĕ. Çавна май кивĕ сăн ỹкерчĕксемпе усă курни те кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн. Вĕсене тăрăшса вĕренме, ватăсене пулăшма, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулма ырă сунса каларĕ педагог ветеран.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code