Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ

Мартăн 15-мĕшĕнче республикăра, çав шутран пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем территори пайĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра калаçĕç.

Çак кунах 12 сехетре Елчĕк округĕн администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕ.

Роберт Бобылев — 95 çулта

Ĕмĕрне чыспа-сумпа пурăнса ирттерекен çынсем пысăк хисепре.

Елчĕкре пурăнакан Роберт Бобылев тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ иртнĕ кунсенче 95 çул тултарчĕ. Роберт Иванович «Колхоз ялавĕ» хаçатăн типографийĕнче мастерта, редакцинче, парти райкомĕн аппаратĕнче тĕрлĕ должноçра, чылай çул Елчĕк шкулĕнче педагогра ĕçленĕ. Чулхулари партин аслă шкулне пĕтернĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ çавăн пекех пурнăçне спортпа та çыхăнтарнă.

«Полици тата ачасем»

Хальхи вăхăтра округра «Полици тата ачасем» ятпа акци пырать.

Çак тапхăрта округри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн инспекторĕсем шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Калаçусем вăхăтĕнче вĕсем ачасене Интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕ сайтра асăрхануллă пулас, пурнăçри киревсĕр пулăмсенчен сыхланас тата инкексенчен упранас йĕркесемпе, саккунсемпе паллаштарĕç. Çавăн пекех учетра тăракан 7 ачапа курса калаçĕç, ăнăçсăр 17 çемьере (вĕсенче 34 çул çитмен ача çитĕнет) пулĕç.

Апрелĕн 13-17-мĕшĕсенче «Условник» операци иртет. Паянхи кун округри территори пайĕсенче условнăй майпа айăпланнисем — 32 çын.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code