Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Елчĕксем çĕнтернĕ

Çирĕклĕ Шăхалĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса волейбол турнирне ирттернĕ.

Унта Елчĕк, Патăрьел, Шупашкар, Çĕрпỹ, Тăвай, Комсомольски районĕсенчи тата Чăваш патшалăх университечĕн командисем хутшăннă.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă май Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ловкин, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Сергей Муравьев, Сергей Сильвестровичăн мăшăрĕ Светлана Петровна тата амăшĕ Тамара Ипатьевна спортсменсене ăнăçу суннă.

Малтанхи вăйăсем икĕ вырăнта иртнĕ. Кунта тăватă çурма финалист палăрнă. Çурма финалта «Яльчики» команда «ЧГУ» командăна çĕнтерсе финала тухнă. Иккĕмĕш çурма финалта «Батырево» команда «Унгăран» выляса илсе финала тухма пултарнă. Виççĕмĕш вырăншăн пыракан матчра «Унга» «ЧГУран» выляса илнĕ. Тĕп финалта «Яльчики» тата «Батырево» командăсем тĕл пулнă. Елчĕксем кỹршĕсене çĕнтерсе турнир çĕнтерỹçисем пулса тăнă. Кунтах чи лайăх вылякансене палăртнă. «Яльчики» командăри Константин Кондратьев — чи лайăх тапăнса вылякан, Николай Максимов — чи лайăх вылякан.

Денис Ивановăн — бронза

Канаш районĕнчи Шăхасанта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Г.Н.Смирнова халалланă ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ пулса иртнĕ.

Елчĕкри ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕ Денис Иванов (тренерĕ Сергей Александров) 62 кг виçере бронза медале тивĕçнĕ. Ку ỹсĕме çамрăк 20 кĕрешỹçĕ хушшинче тунă.

Йывăр атлетсен çитĕнĕвĕ

Шупашкарта 20 çул тултарман хĕрсемпе каччăсем хушшинче йывăр атлетсен Чăваш Республикин первенстви пулнă.

Унта Елчĕк район команди ăнăçлă тупăшнă. Хăйсен виçисенче Анастасия Абрамова (45 кг), Никита Яковлев (37 кг), Антон Айметов (41 кг), Даниил Немцев (45 кг) (Елчĕк шкулĕ) ăмăртăвăн çĕнтерỹçисем пулса тăнă.

Кĕмĕл медальсене Елена Плотникова, Виктор Миллин (Патреккел), Матвей Волков, Тихон Александров (Елчĕк), Александр Абрамов (Питтĕпел) çĕнсе илнĕ.

Ангелина Айметова (Елчĕк), Игорь Абрамов, Евгения Воробьева (Питтĕпел) хăйсен категорийĕсенче бронза медальсене тивĕçнĕ. Елчĕксемпе Питтĕпелĕнчи спортсменсене Александр Портнов, Патреккелсене Борис Клементьев тренерсем ертсе пыраççĕ.

Çуран чупакансем сезона хупрĕç

Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕллеве пурнăçласа çуран чупакансем çуллахи сезона хупрĕç. Çăмăл атлетсем çулталăка яланхиллех апрель уйăхĕнче «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн иртекен кроспа уçнăччĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх сезон ĕç коллективĕсен эстафетипе вĕçленчĕ.

Елчĕкри стадион-площадкăна район администрацийĕн пайĕсен, вĕренỹ заведенийĕсен командисем пухăнчĕç. Ăмăрту шăпах Пукрав кунĕнче иртнĕрен, çак тата çывхарса килекен уявсен ячĕпе спорт тусĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, ăнăçлă тупăшу сунчĕ.

Чи малтанах старта район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕнче тăрăшакансем тухрĕç. Финиша чи малтан централизациленĕ бухгалтери ĕçченĕсем çитрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕпе культура, социаллă хỹтлĕх тата финанс пайĕсен пĕрлештернĕ командисем.

Иккĕмĕш ушкăнра яланах предприятисемпе организацисем старта тухаканччĕ. Кăçал та çаплах, анчах районти предприятисемпе хуçалăхсем темшĕн ăмăртăва хутшăнма ерçеймен. Пĕрремĕш вырăна ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕ йышăнчĕ. Централизациленĕ библиотека тытăмĕн команди — иккĕмĕш.

Шкулсем хушшинчи тупăшу чăннипех те кăсăклă иртрĕ. Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Таяпасемпе Патреккелсем пайларĕç.

Вăтам шкулсем хушшинчи эстафета уйрăмах кăсăклă иртрĕ. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине Елчĕк шкулĕ хăпарчĕ. Курнавăшсем иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшсем — Çĕнĕ Пăвасем.

Çăмăл атлетсен эстафетин çĕнтерỹçисемпе призерĕсене дипломсемпе тата призсемпе чысларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code