Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăçалхи тĕллевсем тата пысăк

Кăçалхи тĕллевсем тата пысăк

Пĕлтĕр Чăваш Енре регион проекчĕсене пурнăçлама 16 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă.

Пĕтĕмĕшле 2021 çулта республикăра 11 наци тата 46 регион проекчĕпе ĕçленĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме 12 министерство тата 26 муниципалитет хутшăннă. Шучĕпе чи нумай проект ЧР Сывлăх сыхлавĕ (8), Вĕрентỹ (6), Çут çанталăк ресурсĕсен (5), Цифра (5) министерствисен пулнă. Шупашкар — 13, Çĕнĕ Шупашкар — 10, Муркаш тата Шупашкар районĕсем — 11, Сĕнтĕрвăрри районĕ 10 проектпа ĕçленĕ. Регион проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ май пĕлтĕр 34 обществăлла вырăна хăтлăлатма май килнĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов кăçалхи тĕллевсене те уçăмлатнă. Регион проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенке вăхăтра ĕçе кĕртесси тата капиталлă строительство обьекчĕсене хута ярассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code