Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ çухалмĕ

Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ çухалмĕ

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ. Унта уявсен уявне – Çĕнтерÿ кунне мĕнле паллă тунине пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ.

Майăн 9-мĕшĕпе çыхăннă мероприятисене йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый тĕплĕ тишкерÿ турĕ. Историри паллă куна районта чылай маларах – «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнче – хуралта», «Георги ленти» акцисем, конференцисемпе фестивальсем, ветерансемпе тĕл пулусем ирттерессинчен пуçланă. Кашни вăрçă участникне килĕнче пулса райадминистрацин представителĕсем саламланă, парнесемпе чысланă. Планпа пăхнă ĕçсене ял тăрăхĕсенче те, район центрĕнче те туллин пурнăçланă. Хатĕрленÿ тата уяв тапхăрĕсенче тăрăшулăхпа палăрнă тĕрлĕ сферăра тимлекенсене район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕç. Вĕсен йышĕнче: Владимир Гаврилов /«Ритуал» предприяти/, Андрей Смирнов /«Прогресс» АХО/, Андрей Горшков /вĕрентÿ пайĕ/, Юрий Миллин /Шупашкарти «Газпром» АО/, Алексей Миллин /Елчĕкри «Россельхозбанк»/, Наталья Муллина /Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ/, Лариса Васильева, Вера Молоствова, Анастасия Сидорова /Елчĕкри вăтам шкул/, Таня Патшина /«Шевле» ача сачĕ/.

Çулсем хыçа юлса пыраççĕ пулин те, Аслă Çĕнтерĕвĕн историллĕ пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакмĕ. Вăл кашни çынра патриотла туйăм, мăнаçлану çуратма тивĕç. Чурăс чунлăх, сÿрĕк кăмăллăх вут-çулăм витĕр тухнисен, тылра канăç курманнисен паттăрлăхĕпе хастарлăхне хакламанни пулнă пулĕччĕ. Асăннă праçник вăл шкул ачишĕн çеç мар, ялсенчи кашни çыншăн сăваплă уявсенчен пĕри. Апла тăк 75 çулхи юбилее халех тăрăшса хатĕрленер. Çавăн чухне кăна çав çулсен çухалмĕ чапĕ…

Хытă каяш ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ чакманран канашлу ĕçне Канашри «Экология» ОООн техника директорĕ Виталий Жураев та хутшăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, графикпа килĕшÿллĕн ялсенчи çÿп-çапа куллен 3-4 автомашина илсе тухать. Апла та ĕлкĕреймеççĕ. Транспорт çăмăллăхĕпе усă курнăран-ши – ăпăр-тапăрне те «тупсах» тăратпăр тата: выльăх вилли, хăма-йывăç, тимĕр-тăмăр таранах. Пуш уйăхĕнче Патăрьелти свалкăна 1428,85 кубла метр хытă каяш турттарса тухнă пулсан, ака уйăхĕнче вăл 2539,84 кубла метра çитнĕ. Çÿп-çап вара пурпĕрех ниçта «вырнаçаймасть». Çырмасенче хушăнса пыракан тасамарлăха асăрхасан ирĕксĕрех çапла калас килет. Кам пăрахать? Пулăшупа усă курма хирĕçлекенсем мар-и;

Площадкăсене туса хатĕрлесси тата пĕлсе вырнаçтарасси те çивĕч-ха паян. Васкамалла…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code