Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яла аталантарма

Яла аталантарма

Чăваш Енре пурăнакансен 35,8 проценчĕ ялта тĕпленнĕ (Раççейре — 25,18 процент). Патшалăх ял çыннин пурнăçне те лайăхлатма тĕллев лартнă.

Вăл епле ĕçе кĕрет-ха? 2019-2022 çулсенче отрасльсен программисемпе республикăри ял территорийĕсене аталантарма — 19,2 миллиард тенкĕ, çав шутра аграрисене субсидилеме — 11,8 млрд явăçтарнă. Палăртнă çулсенче ялсенче социаллă пурнăçпа культура çурт-йĕрĕ, инженери коммуникацийĕ, çул, пурăнмалли вырăн, ытти объект чылай турĕç, ялсене хăтлăлатрĕç, нумайăшне интернет çитерчĕç. Çапах вĕсен аталанăвĕ хулара вĕренсе вăл е ку специальноçа алла илнисене çырлахтармасть-тĕр — вĕсен пысăкрах пайĕ ĕçлеме яла таврăнмасть. Çавăнпа унта предприниматель сахал. Унсăр ял территорине аталантарма йывăр.

Патшалăх агропрома укçа самаях уйăрнăран малашне ялсенче пурăнакансен шучĕ катăлмĕ, экономикăпа социаллă мĕн пур май пулĕ тесе ĕмĕтленес килет. Маларахри цифрăсем шанăç çуратаççĕ. Пĕлтерĕшлĕрех ĕçсене палăртар. Федерацин «Ялăн хальхи сăн-сăпачĕ» программипе килĕшỹллĕн — 8, ял территорийĕсене хăтлăлатмалли — 26, компактлă пĕр лаптăкра çурт-йĕр çавăрмалли 7 проекта пурнăçланă, 9,3 çухрăм çул тунă, ял ипотекипе 1600 çемье усă курнă. Республика программисемпе килĕшỹллĕн 62 проектпа смета докуменчĕсем туса хатĕрленĕ, 28,7 километр çул тунă, пуçаруллă бюджетăн 3264 проектне ĕçе кĕртнĕ.

Уйрăммăн илсен, 2020-2022 çулсенче ял территорийĕсене аталантарма — 4,8 миллиард тенкĕ, çав шутра федераци бюджетĕнчен — 618,9 миллион, уйăрнă. Пурăнмалли вырăна лайăхлатма социаллă тỹлевпе 102 çынна тивĕçтернĕ, хваттер е уйрăм çурт 5550 тăваткал метр, пĕр шкул тунă. Ялăн хальхи сăн-сăпачĕ программăра ĕçлемелли шывпа тата газпа тивĕçтермелли пĕр объект, ача сачĕ тата нумай хутлă çуртсем валли котельнăйсем хута янă, виçĕ клуба тĕпрен юсанă, культурăпа спорт учрежденийĕ валли икĕ автобус туяннă.

Иртнĕ виçĕ çулта ял ипотекипе 1600 çемье пурăнмалли вырăна лайăхлатнă. Унăн çулталăкри 0,1 процент ставкипе ялти нумай ачаллă çемьесем, АПКра, социаллă тытăмра, потребительсен кооперацийĕнче, пушарпа кĕрешекен службăра, вăрман хуçалăхĕнче, муниципалитет органĕнче ĕçлекенсем, çамрăк специалистсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем усă кураççĕ. Асăннă çулсенче яла аталантарма республика бюджетĕнчен 3,2 миллиард тенкĕ уйăрнă, вăл ялсен инфратытăмне çĕнетмелли 4600 проекта пурнăçлама май панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code