Регионта ачасене шкулсене илсе килмелли ятарлă транспорт шучĕ 411 единицăпа танлашать.
Вĕсемпе куллен 13,5 пин ача усă курать. Автопарк çĕнелсех пырать. Кăçал çĕнĕ 39 шкул автобусĕ туянма палăртнă. Çак транспортпа ачасене спорт ăмăртăвĕсене, «Пушкин картти» проектпа килĕшỹллĕн культура учрежденийĕсене те илсе çитереççĕ.

