Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн материалĕсене тĕпе хурса регионăн Адвокатсен палатин адвокачĕ тĕлĕшпе приговор палăртнă.
Ăна Уголовлă кодексăн икĕ статйипе — гражданина пысăк сиен кỹрсе улталама тăнăшăн тата ют çĕршыв гражданинне суйса регистрациленĕшĕн — айăпланă. Следстви çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче фигурант хăй хỹтĕлекен çын тĕлĕшпе следователь чару мерине çемçереххипе улăштарма хатĕрленнине пĕлнĕ. Ăна улталаса çакăншăн 100 пин тенкĕ ыйтнă — хайхи ыйтăва татса памашкăн следстви ĕçченĕсене тỹлемелле имĕш. Чăн та, ултава тỹрре кăларса ĕлкĕреймен — укçа илнĕ чухне ФХС сотрудникĕсем адвоката алăранах ярса тытнă.

