Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕнÿсем йышăнаççĕ

Сĕнÿсем йышăнаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çуллен тухакан Çырăва хатĕрлеме пуçланă.

Çак документра республика Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашнехи çул-йĕрне, çитес çул валли мĕнле ыйтусене ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртаççĕ.

Ăна хатĕрленĕ чухне çынсен сĕнĕвĕсене йышăнаççĕ. Эсир çырăва мĕн кĕртме сĕннĕ пулăттăр; Сирĕн шутпа халăх пурнăçне лайăхлатас тесен чи малтан мĕн тумалла? Ыйтусемпе сĕнÿсене poslanie@cap.ru электрон почта адресĕпе /унта «Çыру-2022» валли тесе палăртмалла/ йышăнаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырупа 2022 çулхи январь уйăхĕн вĕçĕнче е февраль уйăхĕнче паллаштарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code