Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ФАПсене – çĕнĕ компьютер техники

ФАПсене – çĕнĕ компьютер техники

Районти тĕп больницăна нумаях пулмасть çĕнĕ компьютер техникине илсе çитернĕ. Вĕсемпе ФАПсенчи фельдшерсен ĕç вырăнĕсене автоматизациленĕ çĕрте усă курма палăртнă.

Çак ĕç сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче пĕрлехи цифра контурĕн тытăмне туса хурас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ регион программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Комплекта веб-камера тата телемедицина консультацийĕсене йĕркелесе ирттернĕ çĕрте усă куракан гарнитура кĕнĕ.

– Тухтăр патне çитичченхи пулăшу ĕçĕсем пĕтĕмпех вырăнсенчи фельдшерсем çине тиенеççĕ. Малашнехи ĕçе çĕнĕ технологисемпе усă курса йĕркелени вара вĕсене районти тухтăрсемпе çăмăллăнах çыхăнса телемедицина консультацийĕ илес ĕçре те пысăк пулăшу пулма кирлĕ, – тет Надежда Уркова тĕп тухтăр.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code