Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Электросчетчиксене тÿлевсĕр улăштарĕç

Электросчетчиксене тÿлевсĕр улăштарĕç

Электроэнергин Чăваш Енри гарантилекен поставщикĕ – «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО – республикăра электричество энергине шута илекен приборсене тапхăрăн-тапхăрăн улăштарасси çинчен пĕлтерет.

Федерацин 2018 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче кăларнă 522-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене электроэнергие шута илессине гарантилекен поставщиксене шаннă, уйрăм çуртсенче – сеть организацийĕсене. 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕсем счетчиксене вырнаçтарассишĕн, тĕрĕслессишĕн тата улăштарассишĕн яваплă. ЧЭСК приборсене улăштарма «Интехстрой» ОООпа килĕшÿ тунă. Камăн электросчетчикĕ ĕçлемест, юрăхсăра тухнă е тĕрĕслемелли вăхăчĕ иртнĕ – приборсене çак подряд организацийĕ улăштарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code