Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хамăра шанар, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртер

Хамăра шанар, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртер

Çамрăклăх çунатлă! Кирек камшăн та чи илĕртỹллĕ, хаваслă, ĕмĕтсене пурнăçламалли тапхăр. Анчах вăл хăш вăхăтра вĕçсе иртсе кайнине сиссе те юлаймастăн. Çамрăклăхăн чи лайăх вăхăчĕ — студент çулĕсем. Ялта ỹснĕ пулсассăн та вырăн çинчен ирех тăрас килменни, йăпăр-япăр тумланса вĕренме чупни, пĕрремĕш лекцисенче анасласа ларни (ара, каçхине тус-тантăшсемпе тул çутăличченех кĕнекесене шĕкĕлченĕ, маларах концерт-спектальте пулнă е общежитире туссен тĕрлĕ уявĕсенче хавасланнă, хăçан мĕнле…), кунĕпе аудиторинче ларса тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ илнĕ… Яра куна вĕренỹре ирттернĕ пулсассăн та тунсăхлама вăхăт çук. Куç хупса илнĕн иртсе каяççĕ студент çулĕсем. Алла диплом илсессĕн вара: «Ăçта каймалла?» — текен ыйту канăç памасть. Çулталăкра алă пỹрнисемпе шутлама çителĕклĕ çамрăк специалист тăван тăрăха таврăнсан та епле лайăх пулмалла та. Çук çав. Пуррисем, чăн-чăн патриотсем, вара кунта тĕрлĕ тытăмра ĕçлеме тытăнаççĕ. Çав хушăрах çемье çавăраççĕ, ача-пăча çуратаççĕ, хăйсен ăшă йăвине çавăраççĕ… Паян демографипе килĕшỹллĕн 35 çул тултарманнисене çамрăксен йышне кĕртеççĕ.

Тĕрлĕ тытăмра, калăпăр, вĕренỹ, культура, сывлăха сыхлас ĕçре, ял хуçалăхĕнче… вăй хуракансем пур-ха пирĕн. Нумаййăн тесе калаймастăп, çапах хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшаççĕ. Çав хушăрах хăйсен услам ĕçне пуçарма хăюлăхпа ăсталăх çитерекенсем те çук мар. Чи малтанах Елчĕкри пылак шывсем туса кăларакан цех ертỹçин Илья Григорьевăн ырă тĕслĕхне палăртас килет. Вăл ертсе пыма пуçланă вăхăт нумай та мар, çапах мал ĕмĕтлĕ çамрăк ĕç производствине çĕнĕлле йĕркелес тесе тимлет. Вăл республикăри гранта тивĕçни те ăна ĕçе малалла йĕркелеме пулăшрĕ. Çавăн пекех кăçал Элекçей Тимешре çуралса ỹснĕ, аслă шкулта экономика факультетĕнче ăс пухакан Влад Никифоров студент та предпринимательсен конкурсĕнче çĕнтерсе, грант çĕнсе илчĕ. 500 пин тенкĕ производствăна аталантарнă çĕрте самай пысăк пулăшу.

Çамрăксенче — малашлăх. Вулакана Ĕнел пикипе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 2-мĕш курс пĕтерекен Мария Николаевăпа та паллаштарас килет. Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илнĕ, шкул пурнăçĕнче пысăк активлăх кăтартнă Мария аттестат илсен маларах асăннă аслă шкула «Туризм» специальноçпа вĕренме кĕнĕ. Ачаранах йăрăлăхпа палăрнă хĕр 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухнех студентсен «Необъятная Чувашия» клубĕ çинчен илтнĕ. Унтан тỹрех унти ĕçсене хутшăнма тытăннă. Мария «5 шагов до гранта» социаллă проект шкулне çỹренĕ, экскурсисем ирттернĕ. Ятарлă шкулта тăрăшса проект çырма вĕреннĕ, грант илес тесе ăна пурнăçа кĕртме ăсталăх пухнă.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче вара пултаруллă студенткăна асăннă клуба ертсе пыма шаннă. М.Николаева клубăн унчченхи ертỹçипе пĕр чĕлхе тупса кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕнĕ проект хатĕрленĕ. Тăрăшни сая кайман. Хăйсен шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртме вĕсем 730 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Маларах студентсем çуран тата автобуспа каймалли экскурсисем йĕркеленĕ пулсан, хальхинче экологи туризмне аталантарса «Колесим по Чувашии» проект хатĕрленĕ. Марийăн çум-авторĕ 4 курс студентки Александра Михайлова пулнă.

Мария Николаевăпа тантăшне çĕнĕ проекта ĕçе кĕртме йывăрах пулман. «Туризм» специальноçне алла илме вĕренекенсем маларах та проектсем çырнă, тĕрлĕ грантсем çĕнсе илнĕ.

— Йывăрлăхсем пачах сиксе тухмарĕç. Пирĕн команда опытлă, пĕр шухăшлă. ЧПУн студентсен канашĕн председателĕ Анастасия Емелюкова та нумай пулăшрĕ. Чăваш Енри ытарлă çут çанталăкăн территорийĕсене, пуянлăхне эпир сыхласа хăвармасан — кам? — çирĕппĕн каларĕ Мария.

«Колесим по Чувашии» экологи туризмне аталантарса студентсем Раççей шайĕнчи çут çанталăк пуянлăхне, республикăри тĕрлĕ паллă вырăнсене çитсе курнипе пĕрлех çав тăрăха тирпей-илем кĕртессине, çỹп-çапран тасатассине те хăйсем çине илеççĕ.

Проектпа килĕшỹллĕн 5 эко-маршрут палăртнă. Çамрăксем малтанах экскурси йĕркелеççĕ, ун хыççăн çав территорисене тирпейлесе хăвараççĕ. Активистсем «Хусанпа Сăр хỹтĕлĕвĕ» комплексне çул çỹреве тухаççĕ, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех çут çанталăка упрас енĕпе калаçусем йĕркелеççĕ. Проекта пурнăçа кĕртме сахалтан та 17-35 çулсенчи 500 çынна явăçтарма палăртнă.

Апла пулсан пирĕн, Елчĕксен, маларах аса илнĕ пуçаруллă çамрăксенчен ырă тĕслĕх илмеллех. Округ территорийĕнче малашлăха çивĕч куçсемпе пăхакан çамрăксем те çук мар ĕнтĕ. Яшсемпе хĕрсене кăсăклантаракан тĕллевсене пурнăçлама пулăшас енĕпе кăçал округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ ĕçлеме пуçланă. Мĕнпур ырă, курăмлă ĕçсемпе канашлама яланах хатĕр эпĕ. Мĕн тесен те проект çырассинче хут ĕçĕсем питĕ нумай. Чылай чухне темле ырă шухăш та хут çырассинче чарăнса, чăхăмланса ларать. Ку енĕпе çамрăксене округа ертсе пыракансем те пуçару ĕçĕсенче пулăшĕç. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртни халăхшăн усăллă, пуçаруллисемшĕн тупăшлă пултăр.

Марина ВАСТУЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Мария Николаевăна ЧПУ ректорĕ Андрей Александров черетлĕ Тав хучĕпе чыслать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code