Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Дагестан, эс тухмăн асăмран

Дагестан, эс тухмăн асăмран

«Сарлака манăн Тăван çĕршывăм…» юрă сăмахĕсем аса килчĕç Дагестанра пулса килнĕ май. Унта сăртлă-туллă вырăнсем, пирĕншĕн хăмăрăн уй-хирсемлĕ вырăнсем питĕ çывăх, теприсем ĕмĕрĕпех вулкан-гейзер çывăхĕнче пурăнсан та телейлĕ.

Утă уйăхĕн 9-19-мĕшĕсенче инçе çулта пултăмăр та, анлă çĕршывăмăрăн куç илейми вĕçĕ-хĕррисĕр илемĕпе рехетлентĕмĕр. Дагестан Республикинех çитсе килни ахальтен те мар.

Авалхи чăваш йăхне — гуннсене (хуннсене) — ăсчахсем Вăта çĕр Ази тăрăхĕнчен тухнă теççĕ. Ĕмĕрсем иртнĕ май вĕсем урăх вырăнсене куçнă, тĕрлĕ халăхпа пĕрлешнĕ. 2-3-мĕш ĕмĕрсенче Çурçĕр Кавказ енне куçса килнĕ. Мăн-мăн асаттемĕрсен çул-йĕрне тишкерес тĕллевпе инçе çула тухнă та эпир…

Çул çỹреве 1990 çулта, пуçласа Пăлхара кайсан, урăхла ятпа — «Чун çỹрев» теме пуçланă. Мĕншĕн тесен унта кашниех хăйĕн чун-чĕри ыйтнипе хутшăнать.

Çапла, 32-мĕш чун çỹрев пулчĕ кăçал. Ăна кашнинчех Чăваш çамрăкĕсен Сăвар пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков йĕркелет. Вăл, 60 çултан каçнă пулсан та, унра ĕлĕкхи — комсомол тапхăрĕнчи хĕрỹлĕх сỹнмен-ха. Пуçаруçă 37 çынпа та пĕр чĕлхе тупрĕ, пурне те хăй тавра пĕрлештерме пултарчĕ. Кĕскен каласан, туслă команда чăмăртарĕ.

Аякри региона тухнă май, программăпа килĕшỹллĕн малтанах Патăрьел округĕнчи Çĕньялта чарăнтăмăр. Кунти масар çинче пулса Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи вилтăприйĕ çине чечексем хутăмăр, Турхан ялĕнче Алексей Кокель музейĕпе паллашрăмăр.

Малалла, Улатăртан тухсан, пирĕн çул Пенза еннелле выртрĕ. Каç енне Çăртанлă районĕнчи чăвашсем пурăнакан Пикмăрса ялне çитрĕмĕр. Кунта Чăваш Енрен килекенсем концерт лартассине пĕлтернĕ те иккен, культура çуртĕнче халăх лăк тулли. Хамăрăн регион территорийĕнчен тухса кайиччен пĕр музыкант-юрăç чирлесе ỹкрĕ те çул çỹревне çавăнпа вĕçлерĕ.

— Атя, Вера, шанчăк санра, — терĕ Олег Михайлович. — Концерта санăн йĕркелеме тивĕ.

Мĕн тăвăн, каялла чакма çук. Маншăн çĕнĕ ĕç те мар-ха ĕнтĕ. Çул çинчех репертуар хатĕрлесе сценари çыртăмăр, репетици турăмăр. Сцена çине тухакансем чăваш кĕпипе пулни пушшех пуянлатрĕ пирĕн концерта. Куракансем килĕштерни те курăнчĕ тỹрех. Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи яланхиллех хăйĕн сăввисене ытарлă вуларĕ, Юрий Чутай çыравçă, Николай Шумерпа Геннадий Федотов хаçатçăсем шỹтсемпе тыткăнларĕç, Николай Фомиряков тавра пĕлỹçĕ хăй ăсталанă чăваш халăх инструменчĕсемпе тĕрлĕ кĕвĕ вылярĕ. Эпĕ концерта ертсе пытăм тата Майя Селендеева-Салампипе юрăсем шăрантартăмăр.

Малалла — Волгоград. Герой-хулара пулни чун çỹревĕн тепĕр хăйне евĕрлĕ пайĕ. Кунта кăмăл-туйăм çĕкленỹпе, мăнаçланупа тулать. Мамаев курганта хисеплĕ караул улăштарăвне куç илмесĕр сăнарăмăр. Епле утаççĕ-ха вĕсем! Строй мелĕсене пурте витĕмлĕ, пĕр харăс пурнăçлаççĕ. Çав самантрах тỹрех шухăш çуралать: Раççей çарĕ пек вăйли çук, нимĕнле тăшман та çĕнтереймĕ пире. Палăксем умне чечексем хунă хыççăн Расул Гамзатов поэтăн тăван çĕршывне çул тытрăмăр.

…Семендер. Махачкала («махач» — арçын, «кала» — хула) тесе çырнине вулатпăр тĕп хулана пырса кĕнĕ май. Маларах тĕп хула Варачан пулнă. Сăрт çинче ларнăскере V-VI ĕмĕрсенче аркатса пĕтернĕ. Махач текен арçын килсе çĕнĕ вырăнта хула (Махачкала) йĕркелет, вара пирĕн йăх-несĕлсен Семендер вырăнне тĕп хули туса хураççĕ. Варачан хули пулнă сăрт айĕнчи Улуби ятлă аулта 2011 çулта «Сăвар» юпа лартнăччĕ. Вăл, сăн ỹкерчĕкре куратăр, халĕ те тĕрĕс-тĕкел тăрать.

Махачкалара Каспи тинĕс хĕрринче 6 кун пурăнтăмăр. Палаткăсенче. Çанталăк шăрăх: 34-36 градус. 19 сехетрех тĕттĕмленет, 4-ра тин çутăлать. Лавккасенче эрех мар, сăра та сутмаççĕ. Çитнĕ кунне юнашарти кафене апат çиме кайрăмăр. Макарон 40 тенкĕ, омлет 150 тенкĕ тăрать. Тепĕр кунхине пăхатпăр та менюна, хайхи салма 80, çăмарта хăпартни 250 тенке кармашнă. Туристсемпе пуяс тенĕ иккен! Яшкине-мĕнне малалла хуранта хатĕрлерĕмĕр ĕнтĕ.

Питрав каçĕ вăййа тухрăмăр. Вырăнти халăх та пуçтарăнчĕ курма. Кăсăкланса сăнаççĕ, ỹкерттереççĕ. Эпир пĕлекен кумык таçтан Газель автомашинăпа вĕçтерсе çитрĕ те, чăтаймарĕ ахăр, тăррине улăхсах лезгинка çавăрттарчĕ.

Тепĕр кунхине авалхи йăла-йĕркене пăхăнса така пусса чỹк турăмăр. Çĕр каçрăмăр кăна, кунĕпе çумăр лỹшкерĕ. Темĕнле вăй пурах пулĕ çав.12 çул каялла та çаплах пулнăччĕ. 2010 çулхине, çанталăкăн типĕ тапхăрĕнче, Пушкăртстанра та çумăр ырлăх парнелерĕ.

Чун çỹрев программи пуянччĕ. Буйнакскри пĕр музейра, Дербентри федераци пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхне кĕртнĕ VI-XIX ĕмĕрсенчи Нарын-Кола крепоçра пулса куртăмăр. Пĕтĕм çĕрте, палăртас пулать, хăйсен традицийĕсене тĕпе хуни вăйра тăрать.

Дагестанра çак уйрăмлăх пур: калаçу чĕлхи нумай кунта. Пĕр аултисем юнашартисен чĕлхине пĕлмессе те пултараççĕ. Эпир кумыксемпе хутшăннă ытларах. Пирĕн вырăнти ертỹçĕ — Зелимхан — ногай çамрăкĕпе, тĕслĕхрен, вырăсла сăмахлатчĕ. Чиперех хутшăннă эпир кил хуçисемпе. Кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен уçă, панă сăмаха тытма пĕлеççĕ. Каппайчăклăх çук.

Ултияр Цыпленков (сăн ỹкерчĕкре статья авторĕпе (сылтăмри) ертсе пынипе чăвашсем халĕччен Казахстанра, Крымра, Сăрт-туллă Алтайра, Санагорире, Пăлхарта тата ытти тăрăхра пулса курнă. Дагестанра пĕтĕмпе виçĕ хутчен. Çитес çул унти Варачан хули пулнă вырăнсемпе паллашасшăн. Унта та кайма ĕмĕтленетĕп-ха.

Олег Михайловича Ултияр тенинче тĕрĕс марри çук. Чун çỹреве хутшăнакансене пурне те хушма чăваш ячĕсем параççĕ. Манăн та тепĕр ят пур: 2011 çултанпа — Пинерпи.

Вера ПАНКРАТОВА,
Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code