Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чуна уçса калаçар

Чуна уçса калаçар

Лариса ШАУРБИНА юрăçăн тата медикăн икĕ хăйне еверлĕ пурнăçĕпе çывăхрах паллашнă хыççăн манăн ăна хаçатăн тĕпелне чĕнес килчĕ. Кăмăла пĕлтерсен, Лариса хаваспах килĕшрĕ.

— Кам-ши вăл Лариса Шаурбина? Чăваш эстрадинче янраса кайнă çĕнĕ ят е хăй пурнăçне медицинăпа тачă çыхăнтарнă фельдшер?

— Эпĕ Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш хĕрарăмĕ. 8 класс вĕренсе пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен хамăр округăн тĕп больницине «Васкавлă пулăшу» уйрăмне фельдшер пулса ĕçе вырнаçрăм. Юратнă мăшăрпа больницăра паллашрăм. Юрист профессине илнĕ хыççăн милицинче вăй хуратчĕ. Унтан ЖКХра ĕçлерĕ. Халь Мускавра тăрăшать. Медицина — манăн пĕрремĕш пурнăç. Сцена вара маншăн иккĕмĕш пурнăç. Мĕн калам? Ачаранах юрласа çитĕнтĕм.

— Пурнăçу медицинăпа хĕресленнĕ тетĕн. Мĕнпе илĕртейнĕ-ха сана çак професси?

— Ĕçĕм питĕ яваплă. Медицинăна аннене сыватас тесе суйларăм. Анне пуç чирĕпе аптăратчĕ. Уншăн пăшăрханаттăм. Мана çуратнă хыççăн виçĕ кунтан вĕри кăмака хутса вĕриленсе кайса чире кайнă иккен вăл. Пирĕн колхоза эп ача чух пилĕк ял кĕретчĕ. Анне колхозра чылай çул виçевçĕре тăрăшрĕ. Çулла хирте чĕкĕнтĕр, сухан, севок пайĕсем илетчĕç. Пилĕк ачине те ĕçлеттернĕ. Ĕçпе пурăнма вĕрентнĕ. Хăмла плантацийĕ çинче те чылай тар тăкнă эпир. Анне аптрасан ун патне ялти фельдшера чĕнетчĕç. Шурă биксне тытатчĕ те пирĕн пата чупса килетчĕ. Аннене сыватас килни фельдшер профессине суйлаттарчĕ. Больницăра ĕçлеме пуçласанах çывăх çыннăма кашни çул пĕр хут та пулсан сипленме вырттараттăм. 10 çул ытла «Солнечный берег» санаторире ĕçлерĕм. Аннене кунта та сипленме вырнаçтараттăм. «Чувашия-курорт» грязелечебницăра та чылай çул массажистра вăй хутăм. Çапла майпа çултан-çул аннене сипле-сипле пурнăçне тăсрăм.

— Васкавлă пулăшу машинипе чирлĕ çынна пулăшас тесе Елчĕк тăрăхĕнче çитмен ял та юлмарĕ тетĕн. Яланлăх асра тăрса юлнă пулăмсем çинчен каласа пар-ха.

— Практикăна Елчĕк больницинче ирттертĕм. Васкавлă пулăшăва ток çапнă хĕрарăма çăлма тесе чĕнсе илчĕç. Эпир вăхăтра çитрĕмĕр, анчах та ĕлкĕреймерĕмĕр çăлма, чĕри чарăнса ларнăччĕ. Ĕçĕнчен килне илсе çитерсен хурлăхлă хыпара тăванĕсене кĕрсе калама питĕ йывăр пулчĕ мана. Больницăра ĕçлеме пуçласан вара машинăра ача çураттарма тивнĕччĕ. Хĕлле. Çулсем япăх. Каркалар ялĕнчи хĕрарăм патне чĕнсе илчĕç. Хайхискерне машинăна лартрăмăр. «Елчĕке çитиччен чăтатăр-и?», — тетĕп хĕрарăма. «Чăтаймастăп пуль. Ку ман тăваттăмĕш ача», — тет. Мĕн тумалла? Водитель мана лăплантарать: «Ан хăра, Лариса! Веçех аван пулать». Машинăна уй варринче чартăмăр та ача йышăнтăм çапла. Водитель айккинче тăмарĕ, пулăшрĕ. Ку тĕнчене ывăл ача килчĕ. Аслă Таяпана çитрĕмĕр те фельдшер пунктне кĕрсе ачана та, амăшне те пĕрремĕш пулăшу патăмăр, унтан иккĕшне те Елчĕкри ача çураттаракан уйрăма илсе çитерсе вырнаçтартăмăр. Пирĕн пирки округ хаçатĕнче те çырса кăтартрĕç ун чух.

— Музыка тĕнчи сана пĕрремĕш класрах хăй ытамне илнĕ иккен…

— Музыкăна юратма мана Николай Павлович Мустаев музыка учителĕ вĕрентрĕ. Ун пек çын пирĕн таврара пĕрреччĕ. Ăна çут çанталăк тĕрлĕ енлĕ пултарулăх панă. Мĕн пур кĕвве пĕрре илтсенех тỹрех ярса илетчĕ те купăспа выляса та паратчĕ. Эпĕ Лаш Таяпа шкулĕнче те ăс пухнă. Хамăр клубра ял çыннисенчен хор йĕркеленĕччĕ. Кашни уявра концерт лартаттăмăр. Эпĕ клубран тухма пĕлмен. Ялсем тăрăх концертсемпе çỹреттĕмĕр. Районта иртекен конкурссене хастар хутшăнаттăмăр. Канашри педучилищĕре вĕреннĕ чух та эпĕ культурăпа çыхăннă мероприятисене хастар хутшăнма пуçларăм. Хамăр ушкăнра мана культорга суйларĕç. Пĕтĕм училище паллакан пулчĕ. Училищĕсем хушшинчи юрă ăмăртăвĕсене хутшăнаттăмăр, ялсене тухса çỹреттĕмĕр.

— Чăваш маттурĕ Олег Мустаев сан тăвану тесе тĕлĕнтертĕн. Ав ăçтан иккен санри лара-тăма пĕлмен канăçсăрлăх…

— Олегпа пĕр ялтан эпĕ, пĕр класра вĕреннĕ, пĕр урамра ачаран çара уран чупнă. Ỹссен пирĕн кил умĕнче çамрăксемпе пухăнса ирччен купăс каласа юрлаттăмăр. Юрланă май Олег çийĕнчех хăй шутласа тупатчĕ юрă сăмахĕсене. Шкулта туслă пулнă эпир. Пирĕн ялта Мустаевсен йăхĕ тарăн тымар янă. Мана шкулта музыка вĕрентнĕ Николай Мустаев та çак йăхранах. Хĕр чухнехи хушаматăм Терентьева. «Олег Мустаев виççĕмĕш сыпăкри тăвану», — тесе калатчĕ анне. Пирĕн ял пысăках мар. Эп ача чух 100 ытларах кил-хуçалăхчĕ. Халь тата та сахалланнă. Çамрăксем хулана тухса каяççĕ, çуртсем пушанаççĕ. Атте 42 çултах чире пула ĕмĕрлĕх куçне хупрĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах трактор умне ỹкнĕ, чĕри чарăнса ларнă. Анне çĕре кĕрсен тăван килĕмĕр те хупăнчĕ ав.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code