Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесене – пулăшу

Çемьесене – пулăшу

Район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта пурĕ 5 административлă ĕç пăхса тухнă, çав шутран 4 ĕçĕ – çул çитменисен, 1 ĕç ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе.

Районта çулсерен иртекен «Вĕренме кайма пулăш», «Ачана шкула кайма пуçтар» акцисене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулнă ларура. Вĕсем пирки КДН секретарĕ Любовь Александрова тата Елена Каширина социаллă ĕçчен каласа панă. Акцисен вăхăтĕнче яваплă çынсем тĕрлĕ категорине кĕрекен 34 çемьере /вĕсенче шкул ÿсĕмĕнчи 50 ача çитĕнет/ пулса пулăшупа тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code