Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыва юрăхлă çитĕннĕ

Çĕршыва юрăхлă çитĕннĕ

Елчĕк çĕрĕ сахал мар пултаруллă çар çыннине кăларнă. Вĕсенчен пĕри – Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Алексей Иванович Иванов полковник. Шкул хыççăн вăл Хусанти педагогика техникумĕнче, 1959 çулта Чулхулари радиоспециалистсен çар шкулĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă. 1985 çултанпа Мускаври граждан хÿтĕлевĕн штабĕн начальникĕнче вăй хунă.

Ивановсен çемйи, шăллĕсен кун-çулĕ пирки вĕсен пиччĕшĕ Василий Иванов çырса хăварнă статья алла лекрĕ, унпа эпĕ вулакана та паллаштарасшăн: «Анне 50 çулта, атте 47 çулта ун чухне. Йывăр çын пулнипе темшĕн вăтанать анне. 1928 çулта эпир пĕчĕк те чалăш çурта пăсса çак вырăна çĕнĕ çурт лартрăмăр. Анне пире, малтанхи ачисене, кашнинех пăснă çуртра çуратнă. Вăл вăхăтра медицина сестрисем ялсене мар, района та çитсе ĕлкĕреймен, çавăнпа та йывăр хĕрарăмсене çак ĕçе тĕплĕн пĕлекен карчăксем çăмăллантарнă. Çирĕп пулнă пуль çав вăл вăхăтри хĕрарăмсем, чирлемен, больницăна та кайман, халăх меслечĕпе сывалнă.

– Пĕр алтăр пыллă сăра ĕç те, сывалатăн, – çапла каланине час-часах илтме пулатчĕ.

Çăмăллансан тепĕр куннех ĕçлекенсен ретне тăнă, ачине кÿмепе туртса тырă вырма хутшăннă мăнтарăн амăшĕ.

Кĕçĕн ачине – Алексее çĕнĕ çуртра çуратма пÿрмерĕ курăнать аннене. 1929 çулта кĕркуннех шартлама сивĕсем пуçланчĕç. Пирĕн çуртра çак вăхăтра таракансем курăнма пуçланă – пĕр урамри икĕ çуртран куçнă тесе каланăччĕ аслисем. Сивĕ ноябрь уйăхĕпе усă курса аттепе-анне вĕсене шăнтма шутланă, çак сăлтавпах çемйипех вăхăтлăха Семеновсем патне пурăнма куçрăмăр. Икĕ кил урлă пурăнакан 3 пÿлĕмлĕ çуртра унăн хуçипе Пăлаки аппапа тата ывăлĕпе питĕ килĕштереттĕмĕрччĕ эпир, çавăнпа пире пĕр сăмахсăрах йышăнчĕç хайхисем. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче каçхине эпĕ тата Александр шăллăм алăкран кĕрекен сак çинче тăлăппа витĕнсе выртнине ас тăватăп. Аттепе анне, Личук аппа тата Маруç йăмăкăмăр, Андрюша шăллăмăр залра çывăратчĕç. Çĕр варринче эпир пĕчĕк ача сасси илтĕннипе вăранса кайрăмăр – анне çăмăлланнă иккен. Вăл ывăл ача пулнине сассинченех уйăрса илсен питĕ савăнтăмăр. Халĕ эпир ывăлсем тăваттăн пулатпăр-çке, хĕрсем вара иккĕн анчах. Ултă кунран ăна Аслă Таяпа чиркĕвне илсе кайса шыва кĕртрĕç, Алексей ят хучĕç. Хĕресне ашшĕ пулма аякри тăвана, 16 çулхи Иван Крылова суйларĕç. Алексей пысăках мар, йĕмен, лăпкă ача пулнине ас тăватăп. Апата та мĕн панине тиркевсĕр çиетчĕ. Ыраш çăкăрĕнчен ĕмкĕч туса пама килĕшетчĕ пире. Шăплăхра чаплаттарса кăмăллăн ĕметчĕ ăна. Сахăр, конфет, печени, пĕремĕк хăш чух çеç пулнă пирĕн килте, вĕсене туянма та укçа-тенки çитсе пыман пуль. Шурă çăкăр та питех лекмен. Алексей ÿссе çитĕннĕ вăхăтра эпĕ килте сайра анчах пулнă, отпуск е каникул вăхăтне çеç килсе çÿренĕ. 7 класс хыççăнах мана вĕрентекен пулса ĕçлеме шанчĕç. Çак тапхăрта, 1933-1934 çулсенче, Алексее хампа пĕрле шкула илсе çÿрерĕм. Кайри парта хушшине лартаттăмччĕ ăна, вăл хăй тĕллĕн кĕнекесем пăхатчĕ, кăранташпа хут çине ÿкеретчĕ. 1934 çулта Ленинградри института вĕренме тухса кайрăм, килте каникул вăхăтĕнче çеç пулаттăмччĕ. Алексей мĕнле вĕренни пирки Ира мăшăрăм хыпарласа тăратчĕ, япăх отметка пулман унăн. 1945 çулта Андрей шăллăм çартан таврăнчĕ, учитель профессине алла илсе Тутар Республикинчи Альметьевскра учительте ĕçлеме пуçларĕ. Алексей Аслă Таяпара 9 çул вĕреннĕ хыççăн экзамен тытрĕ, 10-мĕш класшăн та тытасшăн пулчĕ, çапах та Альметьевска пиччĕшĕ патне тухса кайнăран ĕмĕтне пурнăçлаймарĕ. Унтан Хусанти учительсем хатĕрлекен техникума тÿрех 3-мĕш курса вĕренме кĕчĕ. Вăл вăхăтра вĕренÿ срокне 4 çула çитернĕ.

Кунта килĕшмерĕ пулмалла ăна, вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Чулхулари çар училищине çул тытрĕ. Унтан вĕренсе тухсан тĕрлĕ вырăнта службăра пулнă, пĕлĕвне тата та ÿстернĕ.

Яланхи çар офицерĕ пулса хĕç-пăшаллă вăйсенче 1985 çулччен Горький хулинче, Белоруссире, Германире, Çурçĕр Кавказра, Мускав облаçĕнче службăра тăчĕ /пурĕ 38 çул/. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Мускаври граждан хÿтĕлевĕн штабĕн начальникĕнче тăрăшрĕ. Аттепе анне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерчĕ пире, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пиллерĕç».

Г.ИЗОСИМОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code