Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парти каланă – парти пурнăçланă

Парти каланă – парти пурнăçланă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕ иртнĕ çулсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ тата малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.

Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта парти членĕсем 5 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Вĕсем шăпах çитес вăхăтри суйлав кампанийĕнче парти программин тĕп шăнăрĕ тата суйлавçăсем валли агитаци материалĕ пулса тăрĕç. Партиецсем ку таранччен тунă ĕçсем республика çыннисен сассишĕн кĕрешмелли тĕп мел тесе шухăшлаççĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин çĕршыв тата Чăваш Ен шайĕнчи çитĕнĕвĕсен пухмачĕнче мĕн пур-ха? Кун пирки партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова каласа кăтартрĕ. Усăллă пуçарусем çынсен пурнăçĕн пур енне те пырса тивнĕ.

Çемье. Парти пуçарăвĕпе амăшĕн капиталĕн виçи 5 çулта 200 пин тенке яхăн ÿснĕ. Кунсăр пуçне нумай ачаллă 70 пин çемье ипотека парăмĕсене татма 450 пин тенкĕ субсиди илнĕ.

Çĕр. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем сĕннипе пенсионерсене тата çăмăллăхпа усă куракансене 6 сотка çĕршĕн налук тÿлессинчен хăтарнă. Гараж хуçисем çурт-йĕре, ун айĕнчи çĕре тÿлевсĕр регистрацилеме пултараççĕ.

Ĕç хутшăнăвĕсем. Ялта ĕçлекен хĕрарăмсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем уйăхра хушма пĕр кун канма ирĕк панă тата шалăва сыхласа хăварса 36 сехетлĕ ĕç эрни шантарнă.

Вĕрентÿ. Пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтернĕ, шкулсенче класс ертÿçисене, техникумсемпе колледжсенче кураторсене кашни уйăхра федераци бюджетĕнчен 5 пин тенкĕ уйăрса параççĕ.

Социаллă хÿтлĕх. Ялти пенсионерсен хулана пурăнма куçсан та пысăк пенсийĕ сыхланса юлать, сусăрсен капиталлă юсав тÿлевĕсен 50 процентне компенсацилеççĕ.

Кунта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем федераци шайĕнче йышăннă саккун проекчĕсемпе пуçарусене пурне те палăртман-ха.

Чăваш Енре те партин суйлавçăсене каласа кăтартмалли пур. Пилĕк çулта пирĕн тăрăхра 7 шкул хута янă, 19 ача сачĕ уçнă, 102 шкулăн спортзалне юсанă, оборудованипе тивĕçтернĕ, 265 шкул автобусĕ туяннă. 120 культура çуртне тата 212 библиотекăна юсанă.

Алла САЛАЕВА, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ:

– РФ Президенчĕ, Правительстви, республикăн ĕç тăвакан влаçĕ пирĕн пуçарусене ĕçе кĕртме вăйлă пулăшу параççĕ. Çав шутра вĕрентÿ тытăмĕнче те. Вăл вара пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ социаллă сфера. Эпир çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем хута яратпăр. Кăçал çулла Чăваш Енри 54 шкула тĕпрен юсаса çĕнетĕпĕр. Эпир Президент пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр апат çитерме хушнине пурнăçларăмăр, çавăн пекех республикăри шкулсемпе садиксенчи столовăйсене пурне те çĕнĕ оборудованипе тивĕçтертĕмĕр.

Сергей АРТАМОНОВ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн членĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ:

– Пирĕн мăнаçланмалли пур. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмне, спорта, культурăна аталантарассишĕн питĕ нумай ĕçлеççĕ. Ялсене тата аграри секторне комплекслă майпа аталантарма тĕрлĕ программа вăя кĕнĕ. Çитĕнÿсем пурри чарăнса тăмаллине пĕлтермест. Чăваш Ен халăхĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса малашлăхра тумалли ĕç нумай-ха.

Сăмах май, регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова çирĕплетнĕ тăрăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти чарăнса тăрасшăн мар-ха. Умра – пысăк суйлав кампанийĕ, çак тапхăрта партишĕн 5 çулта тунă ырă ĕçсем тата йышăнусем тĕп самантсем пулса тăрĕç. Парти членĕсемшĕн кампани пуçланнă та ĕнтĕ: çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн кандидачĕсене суйласа илме йĕркеленĕ малтанхи сасăлав вĕçленчĕ. Унта хутшăннă суйлавçăсен йышĕ рекордпа танлашнă – 181 пин ытла çын сасăланă.

Николай ВЛАДИМИРОВ, Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн фракци ертÿçи:

– «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавне хутшăннăшăн республика çыннисене тав тăватпăр. Халăх пулăшнипе лидерсене палăртрăмăр, вĕсене каярахпа ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн кандидачĕсем пулма тăратĕç.

Алена АРШИНОВА, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

– Республикăра пурăнакансем малтанхи сасăлава хутшăнса суйлани пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир вĕсен шухăшĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин суйлавĕсене кандидатсем тăратнă чухне тĕпе хурăпăр. Çынсем суйлаççĕ – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» тăратать. Умри кампанин пĕлтерĕшлĕ утăмĕ – ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ валли регион уйрăмĕн суйлав умĕнхи программине йĕркелесе çирĕплетесси. Унăн чăннипех те халăх программи пулса тăмалла, ăна çынсемпе, ĕç коллективĕсемпе сÿтсе явмалла. Ку ĕçе эпир пуçланă ĕнтĕ.

Суйлава хатĕрленнĕ вăхăтри тепĕр утăм – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Пĕтĕм Раççейри съезчĕ, вăл Мускавра çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче пухăнать. Чăваш регион уйрăмĕнчен унта делегат пулса ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Николай Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ Николай Владимиров, партин Çĕмĕрле хула депутачĕсен пухăвĕнчи ушкăнĕн ертÿçи Леонид Пронин, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов хутшăнĕç.

Николай НИКОЛАЕВ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ:

– Çитес вăхăтра эпир суйлавçăсемпе тĕл пулмалли суйлав умĕнхи программăна йĕркелеме пуçлăпăр. Ăна çынсен сĕнĕвĕсемпе хушăвĕсене тĕпе хурса хатĕрлĕпĕр.

Леонид ПРОНИН, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Çĕмĕрле хула депутачĕсен пухăвĕнчи ушкăнĕн ертÿçи:

– Эпир хамăр ума пысăк тĕллевсем лартатпăр. Пирĕн суйлавçăсене кăтартмалли, каламалли пур. Вĕсем çинчен утă уйăхĕнче пĕлтерĕпĕр.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» кăçалхи суйлавра ЧР Патшалăх Канашĕнчи тата РФ Патшалăх Думинчи вырăнсене ытларах сыхласа хăварма тĕллев лартнă. Парти хăйĕн кандидачĕсене мĕн пур суйлав округĕнче тăратать, кашнинчех çĕнтерессишĕн тăрăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code