Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чĕре чирĕсенчен сыхланар

Чĕре чирĕсенчен сыхланар

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче чĕре кунне паллă турăмăр. Çыннăн чи кирлĕ органне халалласа районти сывлăх сиплевçисем тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем флешмоб, медицина сестрисем шкулсенче, ача сачĕсенче пулса чĕрене мĕн пĕчĕкрен упрамаллине ăнлантарнă.

Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне ирттернин тĕллевĕ – чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен тата инсульт пуласран сыхланмалли профилактика ĕçĕсем çинчен халăха пĕлтересси. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăха чакарассипе çыхăннă.

Раççейре çулсерен чĕрепе юн тымарĕсем йĕркерен тухнине пула 1 миллион ытла çын çĕре кĕрет. Шел пулин те, çакă республикăра пурăнакансене, çав шутра район çыннисене те пырса тивет.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен мĕнле упранмалла? Чи кирли вăл – чирсенчен асăрханни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни. Çуллă, шаритленĕ, тăварлă е пылак апат-çимĕçе юратни, кофе ĕçме кăмăллани, çăмарта виçесĕр нумай çини холестеринпа сахăр виçине ÿстерет, инфаркт, инсульт, гипертони чирĕсене аталанма условисем туса парать. Чĕре тытăмĕшĕн тинĕс пулли, çуллă мар какай, ÿсен-тăран çăвĕсем, улма-çырла усăллă. Çын виçесĕр мăнтăр пулни те чĕрене пырса çапать. Кашни ытлашши 10 килограмм артери пусăмне 1-12 мм таран ÿстерме пултарать. Çавăнпа пурин те хăйсен кĕлеткин йывăрăшне сăнаса тăмалла. Ятарлă кăтартусем нормăран иртсен пĕчĕк калориллĕ диетăна пăхăнса апатланмалла, физкультура тумалла. Уçă сывлăшра çуран утни, спортпа туслă пулни, автомобильпе сахалрах усă курни миокардпа юн тымарĕсене çирĕплетет, юн çаврăнăшне лайăхлатать, чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăха чакарать.

Унсăр пуçне пирус туртманни, эрех ĕçменни тата наркотиксемпе усă курманни те чĕрепе юн тымарĕсене çăмăллăх парать. Пурнăçри чăрмавсене тивĕçлĕ хаклама пĕлни, пĕр шухăшлă çынсемпе кăмăллă хутшăнни, чунпа килĕшÿллĕ йăпану /хобби/ пулни, ĕçпе кану вăхăтне тĕрĕс йĕркелени, ыйхă лайăх пулни, лăплантаракан курăк чейĕсем ĕçни çынна пăлханчăк лару-тăруран упраççĕ.

Кашни çыннăнах юн пусăмне тăтăш виçсе унăн кăтартăвĕсене тĕрĕслесех тăмалла. Уйрăмах пуç ыратсан е çаврăнсан, хăлхара шав пулсан, сывлама йывăрлансан, куçа вĕтĕ пăнчăсем курăнсан, кăкăрта е чĕрере йывăр туйсан тăхтаса тăмасăр юн пусăмне тĕрĕслемелле. Кăтартусем нормăран пысăк пулсан ĕçмелли эмелсене врач çырса парать. Кашни çул профилактика тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци витĕр вăхăтра тухмалла. Юнра холестерин /30 çултан пуçласа/ тата сахăр /40 çултан пуçласа/ шайĕсене кашни çулах тĕрĕслесе тăмалла. Хăрушлăх ушкăнĕнчи çынсен тухтăр сĕннĕ юн шĕветмелли эмелсене ĕçсе тăмалла. Мĕнле эмел ĕçмеллине тата мĕн вăхăт сипленмеллине врач тĕплĕн ăнлантарса парать. Профилактика йĕркисене пăхăнса пурăнсан чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсем аталанасси самаях чакать. Çавăнпа та хамăрăн сывлăх хамăрăн алăра. Упрар ăна.

Л.МИЛЛИНА,
Патреккелĕнчи врач амбулаторийĕн тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code