Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика уява хатĕрленет

Республика уява хатĕрленет

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ В.Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — регион уява экономикăри çитĕнÿсемпе кĕтсе илет. Республика кунĕ тĕлне В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра, Муркаш районĕнчи «Çеçпĕл» пĕрлĕхре, Шупашкарти «Чăвашторгтехника» пĕрлешÿре çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă. Çавăн пекех министр «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, фейерверксен фестивалĕ уяври тĕп пулăмсен шутĕнче пулассине пĕлтернĕ.

Уявра çĕнĕлĕхсем те кĕтеççĕ. ЧР культура министрĕ К.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх — çулсерен иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнче уçма палăртнă. Пĕтĕмлетÿллĕ мероприяти тĕп хулара заливра иртĕ. «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакансем те малтан хăйсен пултарулăхĕпе республика районĕсенче пурăнакансене паллаштарĕç. Çирĕплетнĕ йăлапа июнĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулĕ, тепĕр кунне Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Енри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ юрлĕ. Уява концерт тата салют вĕçлĕ.

Аса илтеретпĕр, Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта тата Красноармейски районĕсенче иртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code