Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул капăрлăхĕ кĕртнĕ

Çĕнĕ çул капăрлăхĕ кĕртнĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ территорийĕнче вырнаçнă предприятисемпе организацисене, уйрăм çуртсемпе лаптăксене Çĕнĕ çула хатĕрленсе капăрлатас енĕпе йĕркеленĕ конкурсра мала тухнисене чысларĕç.

Леонард Левый ку ĕçре активлăхпа палăрнă мĕн пур çынна тав сăмахĕ каларĕ. Предприятисемпе организацисен хушшинче пĕрремĕш вырăна комисси членĕсем Лаш Таяпа ялĕнчи Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ (сăн ỹкерчĕкре: капăрлăхшăн тăрăшнă чиркỹ ĕçченĕсем Вера Трофимова, Силуан Козлов иеромонах, Галина Яковлева) тата Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ мала тухнине палăртнă. «Белоозерский» ТОС иккĕмĕш, Елчĕкри Н.Н.Изратова уйрăм предпринимателĕн «Водолей» лавкки виççĕмĕш вырăнта. Уйрăм хуçалăхсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Тĕмер ялĕнчи П.Н.Кириллов, иккĕмĕш вырăна Патреккел ялĕнчи З.Н.Миллина тата Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи И.В.Головина, виççĕмĕш вырăна Ĕнел ялĕнчи Л.К.Владимирова, Кỹлпуç ялĕнчи В.В.Яшин тата Кĕçĕн Таяпари Н.Л.Муллина тивĕçнĕ. Палăртмалла, кăçалхи конкурса хутшăнас кăмăллисем пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай нумайрах пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code