Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чир ан çулăхтăр

Чир ан çулăхтăр

Кăçалхи сахăр диабетне хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун «Сахăр контрольте!» девизпа иртет. Сахăр диабечĕ – юнра сахăр ÿссе кайнин чирĕ. Вăл уйрăмах ытла вăраха кайсан хăрушă. Вăхăт иртнĕçемĕн юн пусăмĕнче сахăр нумайланни куçсенче, пÿрере, урасенче палăрма пуçлать. Куçсемпе пÿрере юн куçакан хăвăл тымарĕсем ыратнипе çынсем асапланма пуçлаççĕ.

Сахăр чирĕ икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ инсулинпа çыхăннă. Ун пек чухне организмра инсулин туса кăларакан клеткăсем пĕтеççĕ. Инсулин вăл – организмри клеткăсене юнри сахăра ирĕлтерсе йышăнма пулăшакан гормон тата глюкоза юна кĕме пултартăр тесе клеткăсене уçакан хатĕр. Çыннăн пурнăçне çăлса хăварассишĕн организма инсулин кĕртмелле.

Иккĕмĕшĕ инсулинпа çыхăнса тăмасть. Организмра ун виçи тивĕçлĕ шайра пулсан та, стресс вăхăтĕнче диабет кетоацидозĕ пулма пултарать. Ытлашши мăнтăрланни те сахăр чирĕ пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать. Эпир организма кирлĕ энергие углеводсенчен /сахăр/, белоксенчен тата çусенчен илетпĕр. Организмшăн сахăр уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ /калăпăр, спорт хусканăвĕсем тунă чухне энерги кăларать/.

Сахăр чирĕ пуçлансан урасенче юн çаврăнăшĕ ерипенленме, ÿт-тирте тĕрлĕ бактерисем, кăмпа чирĕсем аталанма пултараççĕ. Ÿт çинче глюкоза пурри инфекци саракан бактерисемшĕн питĕ лайăх услови пулса тăрать. Çавăнпа та кашни кун урасене ача-пăча супăнĕпе лайăх çумалла.

Чир ан пуçлантăр тесен эрех-сăрапа, пируспа туслă пулмалла мар. Апат-çимĕçе те пĕлсе апатланмалла. Организма тĕрлĕ хусканусемпе тăтăшах пиçĕхтермелле.

В.ЛАПШИНА,
участокри тухтăр терапевт.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code