Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Апат-çимĕç пахалăхĕ мĕнле?

Апат-çимĕç пахалăхĕ мĕнле?

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ Чăваш Республикинчи суту-илÿ организацийĕсене, патшалăхăн социаллă тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене пахалăхсăр, сывлăхшăн сиенлĕ тата суя апат-çимĕç, çав шутра сĕт тата ытти сĕт-çу продукцийĕсене кÿрсе килнине тупса палăртас тĕллевпе нумай ĕç туса ирттерет.

Управлени специалисчĕсем контрольпе асăрхав ĕçĕн патшалăх заданине пурнăçласа кăçалхи çак вăхăтчен сĕтпе сĕт-çу продукцин 131 тĕслĕхне вĕсем чăн – суя мар продукт пулнине тĕпченĕ. Тĕрĕслеме пастеризациленĕ сĕтпе услам çăва, тăпăрчă, сырпа хăймана илнĕ. Мĕн тетĕр? 15 тĕслĕхре вĕсем требованипе килĕшÿллĕн ыйтакан кăтартăва тивĕçтермен. Суйласа илнĕ тата тĕрĕсленĕ пробăсен 11,45 проценчĕ суя продуктсем пулнă.

Йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă хыççăн çак организацисенче тата черетсĕр 4 тĕрĕслев ирттернĕ. «Шупашкарти сĕт-çу завочĕ», «Капелла» ООО /Чăваш Республики/, «Вита» ООО /Ульяновск облаçĕ/ предприятисен тивĕçтерÿ декларацийĕсен ĕçне чарса лартма тивнĕ.

2019 çул пуçланнăранпа республикăри 15 социаллă учрежденире услам çупа сыра /пурĕ 15 проба/ тĕрĕсленĕ. Услам çăвăн 2 проби, сырăн 2 проби суя пулни çиеле тухнă. Вĕсене «Универсалопторг» ОООра /Белгород облаçĕ/, «Брассовские сыры» ОООра /Брянск облаçĕ/, «Козинский молочный комбинат» ОООра /Чулхула облаçĕ/ туса кăларнă. Раççейри асăннă предприятисем пахалăха тивĕçтермен суя продукци туса кăларни çинчен фактра çирĕпленнĕ информацие административлă майпа мерăсем йышăнма ыйтса Россельхознадзор тата Роспотребнадзор территори органĕсене çитернĕ.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code