Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Тыл ветеранĕн – юбилей

Кĕçĕн Таяпари Раиса Маркова 90-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ.

Çак ялтах çуралса ÿснĕ, кунтах ĕмĕрне ирттернĕ Раиса Захаровна мĕн ватăличчен тăван колхозра вăй хунă. Пурнăçа юратаканскер хăй патне килекенсене ялан тарават вăл. Çирĕп ăс-тăнлăскер ĕлĕкхине аса илсе каласа пама ăста.

Р.Марковăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Лариса Ильина, Светлана Агеева библиотекарь, тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламланă.

23 пепке нумайрах

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 11 уйăхра районта 79 ача çуралнă.

Ку кăтарту, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 23 пепке ытларах.

Савăнăçпа пĕрлех хурлăхлă хыпар та нумайланнă: 370 çын çĕре кĕнĕ.

Хальлĕхе 39 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче тата икĕ мăшăр çемье çавăрма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Уйрăлакансен йышĕ чакнă: 20 мăшăрăн пурнăç çулĕсем икĕ енелле пайланнă.

«Алăран тытар-и, туссем»

ачасен республикăри фестиваль-конкурсне Аслă Елчĕкри Светлана Карамаликова ертсе пыракан «Шевле» хореографи ушкăнĕ те хутшăннă.

Çамрăк ташăçăсем чăваш ташшипе II степень диплома çĕнсе илнĕ.

Олимпиадăра çĕнтернĕ

Чăваш Республикинчи Вĕренÿ институчĕ тăрăшса ĕçлекен учительсене пулăшас, хавхалантарас тĕллевпе предметсен олимпиадине йĕркеленĕ.

Вăл тестировани мелĕпе иртнĕ. 90 минутра тĕрлĕ шайри 10 задание пурнăçламалла пулнă. Çĕнĕ проектра Курнавăш шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Воронова хăйĕн предметне питĕ лайăх пĕлнине кăтартнă, 1-мĕш вырăн йышăннă.

Сăвă илемлĕ вуласа

Сергей Есенин çуралнăранпа 125 çул тултарнине халалласа республикăри «Несказанное, синее, нежное…» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ.

Унта 500 ытла çын хутшăннă. Кивĕ Эйпеçри шкул ачисем те романссем юрласа хастарлăхпа палăрнă, поэтăн килĕшекен сăввисене вуланă. 5 класра вĕренекен Дарья Чернова /ертÿçи Татьяна Сусметова/ поэт сăввине пăхмасăр тата илемлĕ каласа 2-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code