Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыр-пул тухăçĕ вăрлăхран килет

Тыр-пул тухăçĕ вăрлăхран килет

Ака ĕçĕсене пурнăçлассинче чи пĕлтерĕшли – пахалăхлă вăрлăхпа усă курасси. Çакна шута илсе çĕр ĕçченĕсем ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 2021 çулта акса хăварма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем пурĕ 4000 тонна кирлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем ăна çитес çур аки валли çителĕклĕ хатĕрленĕ. Апла пулин те, тасалăх тĕлĕшпе илсен, хальхи вăхăтра пурĕ 1573 тонна /39 процент/ вăрлăх кондицие тивĕçмен. Пĕтĕмпе хатĕрленĕ вăрлăхăн 85 проценчĕ 1 тата 2-мĕш репродукциллĕ, 13 проценчĕ элита тата оригиналлă вăрлăх шутланаççĕ.

Районти 3 хуçалăхра вăрлăх туса илес тĕлĕшпе ятарласа ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра «Комбайн» ЯХПКран пысăк репродукциллĕ Экада 109, Ульяновская 100, Ульяновская 105 çурхи тулă, Владимир урпа, Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчен Ульяновская 100, Ульяновская 105 çурхи тулă, Спартак тата Шеврон пăрçа вăрлăхĕсене туянма пулать, ытти хуçалăхсен ют района кайса çÿресси çук.

Паянхи тĕп тĕллев – вăхăта кая хăвармасăр кашни хуçалăхра вăрлăха сортласа тасатасси, ăна ака стандарчĕн тивĕçлĕ кондицине çитересси.

Л.ИШМУРАТОВА,
«Россельхозцентрăн» районти уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code