Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лейкозран сыхланар

Лейкозран сыхланар

Лейкоз – ĕне выльăхсен вăраха пыракан инфекциллĕ чирĕ. Унпа ытларах сĕт нумай антаракан ĕнесем, сайра чухне лашасем, сурăхсем, сыснасем, килти ытти выльăхсем чирлеме пултараççĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсен лейкозĕ экономика тĕлĕшĕнчен пысăк тăкак кÿрекен чир-чĕрсен шутне кĕрет. Лейкоз – юн чирĕ, халăхра ăна урăхла юн ракĕ те теççĕ. Чире вирус пуçарать, вăл юнра пулать. Çавăнпа чиртен сывалма çук, вăл юна лекрĕ пулсан, ĕмĕрлĕхех. Лейкоз вирусĕ ернĕ выльăхсене аш-какай комбинатне ăсатнинчен лайăххи çук. Чирлĕ выльăхсем тулашĕнчен пăхсан, сыввисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Выльăх лейкозпа чирленине унăн юнне лабораторире тĕрĕслесен анчах тĕрĕс диагноз лартма пулать. Пăрусем вирус ернĕ выльăх сĕтне, ĕне ыррине /молозива/ ĕçсе, хăлхине шăтарса номерленĕ чухне, массăллă прививкăсем вăхăтĕнче тивĕçлĕ дезинфекци туман йĕпсемпе усă курсан чирлеме пултараççĕ. Çакна асра тытса районти ветеринари специалисчĕсем пĕр хутчен усă курмалли шприцсемпе анчах усă кураççĕ.

Пăрусем, тĕрĕссипе, лейкозлă выльăхăн варĕнчех сиенленеççĕ. Чир вируслă вăкăр урлă чуптарнă-пĕтĕлентернĕ вăхăтра ерме пултарать. Халĕ ютран ĕнесем тата ăратлă çамрăк выльăхсем нумай туянаççĕ. Вĕсене юнашар районсенчен илсе киличчен малтан ветеринари свидетельстви, хамăр районтан – ветеринари справки /ăна ветеринари участокĕсенчен илмелле/ ыйтмалла.

Выльăхсене юн илсе тĕрĕслени чир сарăлассинчен сыхланма пулăшать. Вируслă ĕне выльăха сыввисемпе пĕр кĕтÿре çÿретсен ыттисем вĕсен каяшĕпе чир ертме пултараççĕ. Çакна та ялан асра тытмалла: лейкоз вирусĕ çынна та ерме пултарать. Сывă мар выльăхăн сĕтне 74 градус таран вĕрилентермесĕр унпа усă курма юрамасть.

Сывă выльăхсене чирлисенчен тата вируслисенчен уйрăм тытмалла, кĕтÿпе хутăштарма юрамасть – пăрулаттармалли уйрăмсем расна пулмалла, чирлĕ ĕнесенчен илнĕ пăрусене уйрăм пăхса çитĕнтермелле, ĕне тума хăвармалла мар. Ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçланă чухне асептикăпа антисептика йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, выльăхсен уйрăм хуçисем те çапла тума тивĕç:

– выльăхсене сутассине, аш-какая парассине, ушкăнсене уйăрассине, çарансем çине илсе тухса вырнаçтарассине, куçăмлă ытти ĕçсене, выльăхсен продукцийĕсене сутассине ветеринари специалисчĕсем пĕлсе тăнипе тата вĕсем ирĕк панипе кăна пурнăçламалла;

– çĕнĕрен пырса кĕнĕ выльăхсене серологи, ытти енĕпе тĕпчесе тăма тата ĕçлесе хатĕрлеме 30 кун карантинра усрамалла.

Д.БАЙМУШКИН,
Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code