Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш чăвашла калаçать-и?

Чăваш чăвашла калаçать-и?

Тăван чĕлхе – несĕлсен, атте-аннен чĕлхи. Унпа эпир калаçатпăр, хамăр шухăш-кăмăла уçатпăр, пурнăç çулĕ çине тухатпăр. Анне чĕлхине ачана кăкăр сĕчĕпе вĕрентсен, ăна пĕчĕкрен чăвашла калаçса ÿстерсен тин ача чăваш чунĕ-чĕриллĕ этем пулса ÿсет.

Тăван анне чĕлхине юратасси, хисеплесси çемьерен пуçланать. Чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси те пирĕн, кашни чăвашăн, тĕп тивĕçĕ. Мĕншĕн тесен чĕлхе упрансан анчах халăх пулать. Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», – тенĕ. Вăл пире, чăвашсене, çутта кăларас тесе хăйĕн çур ĕмĕрне халалланă, шкулсем уçнă.

Тăван чĕлхене хисеплени, хаклани тата упрани паян уйрăмах кирлĕ. Хальхи вăхăтра республикăри 417 шкултан 200-тен ытларахăшĕнче чăвашла пĕлÿ пани паллă. Чăваш шкулĕсенче çак ĕçе пурнăçлама эрнере 3-4 сехет уйăрнă, вырăс шкулĕсенче – 1-2 урок. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта пĕлÿ илнĕ ачасен 36 проценчĕ чăвашла вĕреннĕ. Шухăшламалăх пур, 67,7 процент ытла /814,8 пин çын/ тăван халăх пурăнакан республикăри ачасен 36 проценчĕ кăна хăйĕн тăван чĕлхине вĕренет.

Тепĕр тĕслĕх те пăшăрхантарать. Юлашки çулсенче хуласенче анчах мар, ялсенчи хăш-пĕр чăваш çемйисенчех ашшĕ-амăшĕ ачисемпе вырăсла калаçнине куратпăр.

Чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упрас, аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă тема çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк пусăм тăвать. Вăл черетлĕ пресс-конференцире пĕр ялти ача садĕнче пулнă май хăй чăваш ачисемпе чăвашла калаçсан та кĕçĕннисем хăйĕнпе пурпĕрех вырăсла калаçнине асăннăччĕ.

Республикăра чăваш чĕлхин аталанăвĕн программине йышăнни те ăнсăртран мар паллах. Унпа килĕшÿллĕн библиотекăсене чăвашла кĕнекесен пĕрремĕш партийĕсем пирĕн района та çитрĕç. Вăл пулăшнипех паян наци хаçат-журналĕ, телекуравĕ аталанать. Ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ.

– Чăваш чĕлхин аталанăвĕ валли чи малтан пурте – чиновниксем, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, ыттисем унпа анлăрах усă курни кирлĕ. Чăвашла калаçмастпăр пулсан чĕлхе аталанăвĕ пирки ĕмĕтленни те кăлăхах, – палăртать Олег Алексеевич.

Ку шухăша вăл «Аргументы и факты» хаçат корреспонденчĕсене панă интервьюра та каларĕ.

«Тăван чĕлхе аталантăр тесен халăхăн унпа калаçмалла»

                                                                                     Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

Чăвашлăх темипе калаçатпăр пулсан, хăйĕн ĕç-хĕлне, пурнăçне пирĕн чĕлхемĕре халалланă Николай Ашмарина аса илмесĕр май çук. «30 çул ытла манăн пĕтĕм ĕçĕм халăх çут ĕçĕнчен, ăслăлăх тĕпчевĕнчен уйрăлмасть. Манăн пĕтĕм ĕç тĕллевĕ – чăваш халăхĕн чĕлхипе иртнĕ кун-çулне, унăн ăс-хакăл еткерне тĕпчесси пулчĕ. Вĕсем ман чĕрене питĕ çывăх çыннăмсем, хамăн тăван вырăс халăхĕ пекех. Чăваш сăмахĕсемпе пуплерĕшĕсене эпĕ пуçласа хамăн кукамайран илтнĕччĕ, вăл чăвашсене питĕ хисеплетчĕ. Унăн кăмăл-сипечĕ мана питĕ пысăк витĕм кÿнине астăватăп», – çапла çырса хăварнă Николай Иванович. Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен хушшинче вăл чăваш халăхне суйланинчен, юратса ĕмĕр тăршшĕпе тĕпченинчен тĕлĕнмелле мар-и вара? Историрен çакă паллă. Николай Ашмарин Етĕрнере купса çемйинче çуралнă. Чăваш чĕлхине вăл гимназире вĕреннĕ вăхăтрах хăй тĕллĕн алла илнĕ. Ăсчах 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» авторĕ. Вăл çуралнă çурт ашшĕн тăванĕн — 2-мĕш гильдири купсан Александр Ашмаринăн пулни паллă. Пĕр хутлă çуртра апат-çимĕç лавкки вырнаçнă пулнă /Ашмаринăн çемйи те çавăнтах пурăннă/, вăхăт иртнĕ май вăл самай юхăннă.

Кăçал республика бюджетĕнчен асăннă çуртăн юсавпа реставраци ĕçĕсене ирттерессипе çыхăннă документсене хатĕрлеме укçа уйăрнă. Ăна йĕркене кĕртсен унта Чăваш чĕлхин музейĕ уçăласси паллă. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацин Атăлçи округĕнчи 12 регионти культура еткерлĕхĕн объекчĕсене сыхлас енĕпе ĕçлекен специалистсем валли йĕркеленĕ семинар-канашлура пĕлтерсе çапла каланăччĕ:

– Етĕрнере çар еткерлĕхĕпе çыхăннă объект нумай. Çапах çак хулари уйрăмах пĕлтерĕшли, манăн шухăшпа, 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» авторĕн Николай Ашмаринăн ĕçĕ-хĕлĕ. Паян культура питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир экономика, çĕнĕ технологи, цифра аталанăвĕ пирки нумай калаçатпăр. Анчах çаксен пуçламăшĕнче, тĕрĕссипе, культура тăрать.

Тăван чĕлхемĕре ют халăх çыннисем те юратса тĕпченĕ тĕслĕхе мала хурса пирĕн ăна упраса, унпа тасан калаçса ăруран ăрăва куçарса пырасчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code