Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Паян Чăваш Енре пурăнакан кашни çын хăйĕн ĕçĕсемпе республикăна чапа кăларнă паллă çынсен хушамачĕсене шухăшласа тăмасăрах каласа пама пултарать. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕп хуламăр тулашĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир хальлĕхе вĕсен ячĕсене пурте уççăн калайман, çапах çитĕнĕвĕсем çав тери курăмлă ентешсем çинчен?

Акă Алиса Разинăнах илер. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче прикладной физикăпа нанотехнологи кафедрин аслă преподавателĕ. 2018 çулта физикăпа математика наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. 30 ытла ăслăлăх тĕпчевĕсен авторĕ.

Алиса Кивĕ Эйпеçри Геннадий Николаевичпа Надежда Моисеевна Красновсен кĕçĕн хĕрĕ. Шкулта чухнех математика, физика, уйрăмах геометри предмечĕсем килĕшнĕ ăна. Хăй вăхăтĕнче физикăпа ашшĕ кăсăклантарса янине ăшшăн аса илет Алиса. Геннадий Николаевич ЧПУн электроэнергетика факультетне пĕтернĕ. Ашшĕ ачисене задача шутлаттарнисĕр пуçне çут çанталăк саккунĕсем мĕнле ĕçленине ăнлантарса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пурне те пĕлес тесе ăнтăлакан Алиса ашшĕне халтанах янă: мĕншĕн йĕлтĕрпе ярăннă вăхăтра ура юр ăшне путмасть, çуран çÿренĕ чухне путать? Мĕншĕн пăчка кукăр мар, тÿрĕ тытса вутă татмалла? Пăта çапнă чухне йывăç е тимĕр мăлатукпа усă курсан ĕç хăвăртрах каять? Кирек мĕнле ыйтăва та ашшĕ тĕплĕн ăнлантарса панă çивĕч ăс-тăнпа палăракан тĕпренчĕке. Аслисемшĕн те усăллă пулнă ашшĕн канашĕ: пĕри медицина тытăмне суйласа илнĕ, тепри радиотехникăпа кăсăкланать.

Алиса Краснова вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Хăй суйласа илнĕ физика факультетĕнче пĕртен-пĕр хĕр ача пулнă вăл. Ачаранах арçын ачасемпе выляса ÿснĕрен Алиса каччăсен хушшинче пĕччен пулнăшăн пачах та кулянман. Тăрăшуллă студентка, шкулта чухнех тĕрлĕ опыт тума юратнăскер, пĕрремĕш курсрах лабораторисене çÿреме, хальхи йышши хатĕрсемпе ĕçлеме, тĕрлĕ сăнав ирттерме тытăннă. Çав çулах конференцисене хутшăнма пуçланă. Çирĕп йăла çирĕпленнĕ унăн: тавра курăмпа ăс-тăна, пултарулăха тĕрлĕ çĕрте тĕрĕслесси, кăтартасси. Нанотехнологи пирки вĕренме пуçласан вара мал ĕмĕтлĕ пике çак енĕпе хăйне аталантарса атом вăйĕллĕ микроскопа медицина тĕслĕхĕсене, полимера, çемçе материалсене тĕпченĕ.

К.РОМАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Разина.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code