Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çичĕ библиотека çĕнелĕ

Çичĕ библиотека çĕнелĕ

Раççей Федерацийĕн Культура министерстви хушма конкурс ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Унăн çĕнтерÿçисем – 60 регионти 154 культура учрежденийĕ, вăл шутран Чăваш Енри 5 библиотека та, кăçал хăйсен сăн-сăпатне, пурлăхпа техника никĕсне тĕпрен çĕнетĕç.

Маларах региона федераци енчен 15 миллион тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă пулсан, халĕ хушма тĕревĕн калăпăшĕ 40 миллион тенкĕпе танлашĕ. Çавна май республикăра ку çул 7 библиотекăна тĕпрен юсаса çĕнетме плана кĕртнĕ.

– Кăçал икĕ библиотекăна модернизацилеме палăртнăччĕ, халĕ вара çиччĕшне çĕнетсе улăштарма пултаратпăр. Федераци стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн пăхса хăварнă мероприятисемсĕр пуçне, регион укçи-тенкипе программăна хушма ĕçсем те кĕртсе хăварнă. Вулавăшсене тĕрлĕ ÿсĕмрисем çÿреме пултараççĕ, условисем лайăх. Чи кирли – кашниех кунта условисемпе усă курма пултарайни. Интернетпа усă курни те аван, кĕнекесен çĕнĕ базипе те усă курма пĕлни пĕлтерĕшлĕ, – палăртнă Олег Николаев.

«Чăваш Енре 2021 çулта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çичĕ библиотека хута кайĕ», – тенĕ Олег Николаев.

Калăпăр, Элĕкри тĕп вулавăшра медиацентр хута ярасшăн. Унта чăваш чĕлхине вĕрентме ятарлă студи уçасшăн. Вăрнарти, Сĕнтĕрвăрринчи, Канаш, Шупашкар районĕнчи Çĕньялти, Тутаркассинчи тата Йĕпреçри тĕп вулавăшсем паянхи самана ыйтакан тĕслĕхлĕ тĕп вулавăшсем пулса тăрĕç.

Чăваш Ен «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ çĕре активлă хутшăнать. Регионти виçĕ проектран пĕри – «Культура хутлăхĕ». ЧР Культура, наци ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова палăртнă тăрăх, культура инфраструктурине çĕнетсе ял çынннин пурнăç пахалăхне лайăхлатасси тĕп вырăн йышăнать. Уйрăмах библиотекăсене пысăк тимлĕх уйăрса вĕсенче тивĕçлĕ условисем туса хурасшăн. Паянхи пурне те тивĕçекен библиотекăсем – хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă ăс-тăн центрĕсем. Вĕсенче кирек кам та тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе усă курма, цифрăланă периодика изданийĕсемпе паллашма пултарать.

Библиотекăсене çĕнетнĕ май Наци электронлă библиотекăпа усă курма май туса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2020 çулта «Культура» наци проекчĕн модельлĕ стандарчĕпе килĕшÿллĕн Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле районĕсенчи библиотекăсене 25 миллион тенкĕлĕх çĕнетсе илемлетнĕ, пурлăх никĕсне пуянлатнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code