Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фотокорреспондент должноçĕпе ĕçлемесен те…

Фотокорреспондент должноçĕпе ĕçлемесен те…

Хаçатри «Кивĕ сăн ÿкерчĕк» рубрикăна пуянлатас тĕллевпе Иван Иноходов хăйĕн ĕçĕсене час-часах сĕнет. Çавна май пирĕн пичет ветеранĕпе курса калаçма сăлтав пулчĕ.

Иван Иноходов Елчĕк район хаçатĕнче 39 çул ĕçленĕ. Ĕç кĕнекине корректор должноçĕнчен уçнă, 4 уйăхран литература сотрудникне куçарнă. Каярах редакцин кашни пайĕнче вăй хунă вăл. Вăй-халне тата ăс-тăнне аслă корреспондентра, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче, вырăнти радиовещанин корреспондент-организаторĕнче – районти радиовещани дикторĕнче, КПСС Елчĕк райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕнче, çырусен тата обществăлла корреспондентсемпе ĕçлекен пай заведующийĕнче, редактор заместителĕнче, партипе совет пурнăçĕн пайĕн редакторĕнче, тĕп редакторта тĕрĕсленĕ. Чăваш Республикин Пичетпе информаци патшалăх комитечĕн, ЧР Журналистсен союзĕн, КПСС обкомĕпе Министрсен Совечĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, Раççей журналисчĕсен Хисеп  грамотисемпе наградăланă ăна. «Ĕç ветеранĕ» медале, РФ патшалăх статистика комитечĕ «2002 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме активлă хутшăннăшăн», Сывлăш-çар вăйĕсен кăкăр çине çакса çÿремелли паллисене парса чыс тунă. Икĕ хутчен ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн бюро членне суйланă ăна, вăлах районти кĕнеке вулама юратакансен обществăлла организацине 10 çул ертсе пынă. Нумай кĕнеке авторĕ.

– Архиври хаçат пуххисене алла илнĕ май 1965-1970 çулсенче эсир ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксене, кроссвордсене тăтăшах курма пулать. Хăçан пĕрремĕш хут алла фотоаппарат тытнă эсир, Иван Павлович?

– Тĕрĕссипе каласан, редакцинче ĕçлеме пуçличчен алла фотоаппарат тытса та курман. 1960 çул хальхи пек асра. Район ертÿçисем пĕр харăсах икĕ объект уçма каяççĕ. Пирĕн пĕр фотокорреспондент – Г.Теньков анчах. Тепĕр фотокорреспондент кирлĕ, çапах та сотрудниксенчен нихăшĕ те фотоаппаратпа ĕçлесе курман /халĕ вăл фотоаппарат кашни çын аллинче тенĕ пек/.  Редактор васкавлă пуху пухрĕ. Хаçатăн ответлă секретарĕ П.С.Щипцов мана çапла каларĕ: «Эсĕ редакцинче чи çамрăкки. Хаçатра ĕçлекенĕн статья çырнисĕр пуçне машинкăпа пичетлеме тата фото ÿкерме пĕлмеллех».  Фотокорреспондент хăйĕн тепĕр аппаратне мана пачĕ те васкавлăн ăçта пусмаллине, мĕнле ĕçлемеллине кăтартрĕ. Ĕлĕк хальхи пек пĕр кнопка пуснипех сăн ÿкерчĕк тума пулманнине аслăрах çулхисем лайăх ăнланаççĕ. Çапла эпĕ фотоаппаратпа çула тухрăм. Пĕр пленка ÿкерсе тултартăм. Мухтав Турра, хаçата юрăхлă сăн ÿкерчĕк турăм-турăмах. Çакăн хыççăн фотоаппарата алăран урăх ямарăм.

– Сăн ÿкерчĕксем тунă чух тата мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнă эсир вăл çулсенче?

– Ун чухне ку тăрăхри лавккасенче фотоÿкерчĕк хутне, проявительпе закрепитель тупма çук. Ленинградра пурăнакан Альгерий  тете патне шăнкăравларăм, вăл мана фотоÿкерчĕк тума кирлĕ мĕн пур хатĕре ярса пачĕ. Халĕ ĕçе компьютер ансатлатнăран сăн ÿкерчĕксене самантрах хаçат страницисем çине вырнаçтаратпăр. Тепĕр чăрмав та пурччĕ – клишене /ÿкерчĕк çапма касса тунă металл форма/ Хусанта анчах тунă, çавна май унта ярса панă. Вăл каялла пĕр е икĕ эрнерен тин çаврăнса çитетчĕ. 

– «Чăваш журналистикин тата пичечĕн энциклопедийĕ» кĕнекере эсир районта сăн ÿкерчĕксен харпăр куравне йĕркелекенсенчен пĕрремĕш пулнине палăртнă. Мĕнпе асра юлчĕ вăл курав?

–  Район пурнăçне, унăн çыннисене тата хăнисене сăнарлакан «Пурнăç илемĕ, çиç эс çуттăнрах» курав /1976 çул/ халăх йышлă пухăннипе асра юлчĕ. Унпа паллашнисем сĕнÿсен кĕнекине тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. Каярах тепĕр выставка йĕркелерĕм, ăна та халăх кăмăлласах йышăнчĕ. Курав вĕçленнĕ хыççăн куракансем сăн ÿкерчĕксене йăлтах тенĕ пекех туяннăччĕ. 

– Фотокорреспондент должноçĕнче ĕçлемен пулсан та пахалăхлă сăн ÿкерчĕксем туни, фотокуравсем йĕркелеме мехел çитерни темрен те паха. Хаçат редакцийĕнче халĕ те ятарлă фотокорреспондент çук, сăн ÿкерчĕксен пысăк пайне редакторсем хăйсем хатĕрлеççĕ. Мĕн суннă пулăттăр вĕсене?

– Хаçат пĕр кунлăх тенине илтме пулатчĕ час-час. Ку шухăшпа килĕшместĕп эпĕ. Мĕншĕн тесен унăн кашни номерĕ архива кайса пырса район историне упраса пырать. Астăватăп-ха, ĕлĕкрех пичетленнĕ хăш-пĕр корреспонденцисенче е сăн ÿкерчĕксенче çыннăн ятне палăртман: Иванов, Сидоров юлташ тенĕ ытларах. Çавна май чылай çул иртсен ку çынсем кам пулнине пĕлме е палăртма май çук. Хаçатра пичетленекен сăн ÿкерчĕксене илес пулсан çакна калас килет: хитре, пахалăхлă, тĕрлĕ енлĕ. Хаçатçăсен ăсталăхĕ пысăк пулни те курăнать, технологисем ăнăçлă аталанса пынин витĕмĕ пысăккине те палăртмалла. Хам енчен сĕнÿ те пур – 4-5 çынран тăракан сăн ÿкерчĕксенче те çынсене хушаматпа ятран палăртсан аван пулмалла. Ку малашлăхра тĕпчевçĕсене, историпе интересленекенсене пысăк пулăшу кÿрĕччĕ. 

Хаçатри «Кивĕ сăн ÿкерчĕк» ярăм уçнине те ырлатăп. Пĕр темăллă сăн ÿкерчĕксене киввипе юнашар çĕннине – паянхине – вырнаçтарса танлаштаруллă ÿкерчĕксем тăвас кăмăл та пур-ха манăн. Тен, ку шухăш вулакан кăмăлне те кайĕ, вăл та çакăн евĕр ÿкерчĕксем пичетлеме сĕнĕ хаçата.

– Хаçатра ĕçленĕ фотокорреспондентсене хушаматран асăнсамăр.

– Ку енĕпе ятарлă тĕпчев ирттермен. Хам хатĕрленĕ «Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ» кĕнекене çаксене кĕртрĕм: Николай Лукиянович Григорьев /Кивĕ Эйпеç/, Вячеслав Александрович Осипов /Тип Тимеш/, Владимир Анатольевич Палашкин /Патреккел/, Николай Константинович Скворцов /Комсомольски районĕнчи Киров поселокĕ/, Анатолий Зинонович Смирнов /Тÿскел/, Александр Иванович Тарасов /Шăмалак/, Геннадий Анисифорович Теньков /Аслă Елчĕк/, Николай Семенович Шуркин /Аслă Таяпа/. Тен, хăшĕ-пĕрин хушамачĕ çырăнмасăр юлнă, тăванĕсем вĕсем пирки хаçата çырса е редакцие шăнкăравласа пĕлтерсен аван пулмалла.

– Калаçушăн тав.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕкри культура çуртĕнче район центрĕнче пурăнакан ветерансене чыслаççĕ. Мероприятие районти радиовещанин корреспондент-организаторĕ Иван Иноходов магнитофон ленти çине çыртарса илет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code