Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Алăсăр таврăннă

Алăсăр таврăннă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 77 çул çитет. Совет халăхĕ фашистла Германие çĕнтернĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те, çак вăрçă хăварнă сурансем халĕ те пирчемен. Ветерансем, тыл ĕçченĕсем пурнăçне, вăй-халне шеллемесĕр, пулас ăру мирлĕ тỹпе айĕнче çитĕнтĕр тесе кĕрешнĕ.

«Хăйĕн ĕмĕрхи историне асра тытман халăх пуласлăхсăр», — тенĕ В.Ключевский историк. Пирĕн, хальхи ăрăвăн, асаттесемпе асаннесен паттăрлăхне манмалла мар, вĕсен пирки çамрăк ăрăва та каласа кăтартмалла.

Манăн кукаçи Василий Порфирьевич Егоров Элекçей Тимеш ялĕнче 1906 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулнă. Мобилизаци пуçлансан тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнă, стрелоксен 84-мĕш дивизи тытăмĕнче çапăçнă. Новгород облаçĕнчи хĕрỹ çапăçусен вăхăтĕнче йывăр аманса хирти госпитале лекет, кунти тухтăрсем унăн сулахай аллине татма йышăнаççĕ. Çак çапăçусен вăхăтĕнче вăл пĕр ял çыннине çухатать — тăшман снайперĕ ăна вилмеллех амантать. Темиçе уйăх сипленнĕ хыççăн 1943 çулта тăван яла таврăнать сусăр салтак. Алăсăр пулсан та сывă кĕтсе илнĕрен мăшăрĕпе ачисем питĕ савăнаççĕ. Аманнă салтак килне таврăннă текен хыпар ял çинче хăвăрт сарăлать. Кĕçех ун патне вăрçăра вилнĕ юлташĕн арăмĕ те хыпар пĕлме пырать. Хуйхăллă хĕрарăма çапса хуçас мар тесе ниепле те тĕрĕсне калаймасть фронтовик: çапларах анчах хуравлать: «Эпĕ таврăнтăм, вăл та килет пуль-ха».

Яла таврăнсан кукаçи пĕр хушă бригадирта тăрăшать. Анчах та çăмăл мар суранĕсене пула 1947 çулта куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Кукамай 4 ачине пĕчченех çитĕнтерет.

Зинаида ПАТШИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: Василий Егоров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code