Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсен ĕçĕ халăх куçĕ умĕнче

Вĕсен ĕçĕ халăх куçĕ умĕнче

Районти халăха социаллă пулăшу паракан пай коллективĕшĕн професси уявĕ кашни кунхи пекех хĕрÿ ĕçре иртесси каламасăрах паллă. Мĕншĕн тесен, хальхи вăхăтра уйрăмах, вĕсен ĕç графикĕ калама çук тăкăс – граждансен кулленхи пурнăç шайне çирĕплетессипе çыхăннă темиçе ыйтăва та пĕр харăс татса пама тивет мар-и?

– Коронавирус чирĕн тапхăрĕнче граждансен пурнăç шайне тивĕçлипе йĕркелесе пырас тĕллевпе Раççей, Республика Правительстви енчен çирĕплетнĕ хушма социаллă хÿтлĕх мерисене халăх патне вăхăтра çитересси – паянхи тĕп тивĕç. Патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăвармалла маррине, пулăшу ĕçĕсемпе вĕсене вăхăтра тивĕçтермеллине лайăх ăнланатпăр, – тет Ирина Аникина ертÿçĕ.

Елчĕк районĕнче пурăнакан, тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă куракан граждансем социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансене лайăх паллама та тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте кунта нумай çул ĕçлеççĕ. Паллах, вĕсем опытлă специалистсем те. Ирина Аникина ертÿçĕ тилхепине нумай çул çирĕп алăра тытать. Унпа юнашар – Алина Кириллова тĕп специалист-эксперт, вăл та пĕр ĕçре – 35 çула яхăн. Алевтина Борисован, Наталия Николаеван/иккĕшĕ те – тĕп специалист-эксперт/, Марина Патшина ертсе пыракан специалистăн ĕç стажĕсем те пысăк.

…Професси уявĕ çывхарса пынă май халăха социаллă пулăшу паракан пай коллективĕ пĕрлехи ĕçре хăйсемпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлекен Пенси тата социаллă страховани фончĕн тытăмĕсенче, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центрта, Çирĕклĕ Шăхальти тата Лаш Таяпари стационарлă уйрăмсенче тăрăшакан социаллă ĕçченсене уяв ячĕпе саламлать, пурнăçра тата ĕçре ăнăçусем сунать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code