Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём социального работника

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём социального работника

Социаллă сферăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Сирĕн пархатарлă тивĕçĕр – пулăшупа тимлĕх кирлĕ çынсене вăхăтра тата чăнласах пулăшасси. Шăпах сирĕн ăшă чунлăхăрпа чăтăмлăхăра пула çынсем социаллă тĕрĕслĕх вăйне ĕненме тата малашлăха шанчăклăн пăхма пăрахмаççĕ.

Паян, коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе пĕтĕм тĕнчипех çи¬вĕч кĕрешÿ пынă тапхăрта, сирĕн тимлĕхĕрпе ырă кăмăлăр, йывăр вăхăтра алă тăсса пама пĕлни Чăваш Енри асăрхасах тăмалли уш¬кăнри çынсене: ватăсене, шала кайнă чирпе чирлекенсене, нумай ачаллă çемьесене витĕмлĕ пулăшу кÿрет.

Сире социаллă сфера аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан кулленхи ырми-канми ĕçĕршĕн чун-чĕререн тав тăватăп.

Пурсăра та телейпе çирĕп сывлăх тата мĕнпур лайăххине сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан                  Олег Николаев

 

Уважаемые работники и ветераны социальной сферы!

Поздравляю вас с Днём социального работника!

 Ваша благородная миссия – в нужное время оказать реальную поддержку и помощь конкретному человеку, тому, кто нуждается в этом. Благодаря вашему неравнодушию, терпению люди сохраняют веру в социальную справедливость, обретают способность надеяться и верить в будущее.

Сегодня, в дни всеобщей борьбы с распространением коронавирусной инфекции, ваша отзывчивость, чуткость, умение поддержать в трудную минуту помогают жителям Чувашии из групп риска: пожилым, людям, имеющим хронические заболевания, многодетным семьям.

Выражаю вам искреннюю признательность за вклад в развитие социальной сферы, ежедневную добросовестную работу и самоотдачу.

Желаю счастья, здоровья и всего самого доброго!

 

Врио Главы

Чувашской Республики                                            Олег Николаев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code