Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 2)

Аякран — медальсемпе

Анапа хули çывăхĕнчи Витязево поселокĕнче 15-17 çулсенчи арçын ачасен Пĕтĕм Раççейри кĕрешỹ турнирĕ иртнĕ. Çичĕ регионтан Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 13 наградăпа 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Призерсем - Дагестан тата Краснодар крайĕн командисем. Аякри ăмăртура пирĕн ентешсем палăрнине те пĕлтерме кăмăллă: хăйсен виçисенче Аслă Таяпари Арсений Кульмаковпа Элекçей Тимешĕнчи Тимофей Антонов

Подробнее

Педагогсем те хастар

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул округра спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрса тăрать. ГТО та тахçанах хисепре кунта. Тестсене пурнăçлассинче ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те хастар. Иртнĕ кунсенче, акă, тăхăр педагога ГТОн тĕрлĕ паллипе чысланă. Вĕсен йышĕнче шкул директорĕ Анфиса Ефимова та пур. Çав вăхăтрах Елчĕкри искусство шкулĕнче тата "Солнышко" ача садĕнче ĕçлекенсем

Подробнее

Паттăрсене асăнса

Елчĕкри стадион-площадкăра СВО паттăрĕсен - Сергей Миллинпа Степан Демьянов офицерсен ячĕпе шкул ачисем хушшинче мини-футбол турнирне йĕркеленĕ. Футболистсемпе куракансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова саламланă, ăнăçу суннă, çакăн пек спорт вăййисем патриотла воспитани парассинче тĕп вырăн йышăннине палăртнă. Тĕл пулусен итогĕпе командăсем турнир таблицине çапла

Подробнее

Пĕрлĕх кубокĕнче

Лаш Таяпасем футбол вăййине питĕ юратаççĕ. Вĕсем округри, ун тулашĕнчи турнирсенче тăтăшах палăрнисĕр пуçне, вырăнта та асăннă спорт тĕсне анлă çул панă. Иртнĕ эрнере Пĕрлĕх кубокĕшĕн мини-футбол турнирĕнче тăватă команда кĕрешнĕ. Малти икĕ вырăна кил хуçисем çĕнсе илнĕ, 3-мĕш позицире - Аслă Елчĕксем. Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшел ялĕн спортсменĕсен 4-мĕш вырăнпа

Подробнее

Ăнăçлă старт

Патăрьелте кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енĕн нумай хутчен чемпионне тата рекордсменне Ф.П.Моисеева асăнса уçă турнир йĕркеленĕ. Ульяновск, Чулхула, Самар облаçĕсен, Мари Эл, Тутарстан, Мордови республикисен тата ултă хулапа округ спортсменĕсен хушшинче пирĕн ентешсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Наталия Мартынова (Елчĕк), Тарас Пупин (Кĕçĕн Шăхаль), Андрей Афанасьев, Дмитрий Енедеров (Тăрăм) ылтăн медальсене çĕнсе

Подробнее

Елчĕксем спортра харсăр

Елчĕк округĕн команди Августăн 7-мĕшĕнче Комсомольски округĕнче иртнĕ республикăри XIV çуллахи ял спорчĕн вăййисене хутшăннă. Икĕ лаптăкра - "Кĕтне" спорт шкулĕнче тата "Çĕрулмине Мухтав" агрофирма никĕсĕ çинче - иртнĕ ăмăрту пĕтĕм республикăран 450 чи вăйлă аграри ĕçченĕсене, спортсменсемпе физкультурниксене пухнă. Полиатлон, çăмăл атлетика, мини-футбол турнирĕ, спорт çемйисен тупăшăвĕ тата канат

Подробнее

Пурте медальсемпе

Çĕмĕрлери "Олимп" спорт шкулĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен хушшинче иртнĕ дартс дисциплинин республика чемпионатĕнче Елчĕксем питĕ ăнăçлă ăмăртнă. Людмила Анисимова ертсе пынă командăри Алина Иванова (Хăвăлçырма) уйрăмах палăрнă: вăл "Пысăк раунд", "Спектр 20" дисциплинăсенче ылтăн, "501" тупăшура бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Ăмăртура Людмила Анатольевна хăй те маххă паман. Пĕр дисциплинăра вăл 1-мĕш

Подробнее

Ултă командăран — 2-мĕш

Патăрьелĕнче 2016-2017 çулсенче тата 2018-2019 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче И.Р.Хамбиков призĕсене çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирне йĕркеленĕ. Пирĕн округăн пĕрлештернĕ командин 1-мĕш ушкăнĕ уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Малтанхи тĕл пулусенче Владимир Шашков тренер дружини Каçалсене 6:0, кил хуçисене 1:0 шутсемпе çĕнтернĕ. Çурма финалти вăйă хальхинче Каçалсемпе çивĕчрех иртнĕ - 2:1. Финалта "Елчĕк" "Шăмăршăна"

Подробнее

Хуçисем çĕнтернĕ

Элпуç ялĕнче 26-мĕш çул иртекен "Туслăх Кубокĕн" черетлĕ турнирне йĕркеленĕ. Унта пилĕк команда вăй виçнĕ. Кил хуçи футболисчĕсене ытларах ăннă: вĕсем - çĕнтерỹçĕсем. Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем - призерсен йышĕнче. Уйрăм номинацисенче палăрнисем кубоксене тивĕçнĕ.

Подробнее

Елчĕксен — «ылтăн»

Сăмах - регболистсем çинчен. Ентешсем Раççей чемпионатĕнчен çĕнтерỹпе таврăннă. Пирĕннисем юлашки вăйăра Новосибирск спортсменĕсене 18:8 шутпа парăнтарса тĕп наградăна çĕнсе илнĕ. Республика чысне Алексей Сычаев (Элекçей Тимеш), Александр Федоров (Хăвăлçырма), Павел Галошевпа Руслан Самарин (Кушкă), Даниил Ефимов (Тăрăм), Владимир Петрушкинпа Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк), Сергей Скворцов (Акчел), Илья Андреев (Анатри Тимеш)

Подробнее