Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул округра спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрса тăрать.
ГТО та тахçанах хисепре кунта. Тестсене пурнăçлассинче ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те хастар. Иртнĕ кунсенче, акă, тăхăр педагога ГТОн тĕрлĕ паллипе чысланă. Вĕсен йышĕнче шкул директорĕ Анфиса Ефимова та пур.
Çав вăхăтрах Елчĕкри искусство шкулĕнче тата «Солнышко» ача садĕнче ĕçлекенсем нормативсене парăнтарма хутшăннă.

