Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕх кубокĕнче

Пĕрлĕх кубокĕнче

Лаш Таяпасем футбол вăййине питĕ юратаççĕ. Вĕсем округри, ун тулашĕнчи турнирсенче тăтăшах палăрнисĕр пуçне, вырăнта та асăннă спорт тĕсне анлă çул панă.

Иртнĕ эрнере Пĕрлĕх кубокĕшĕн мини-футбол турнирĕнче тăватă команда кĕрешнĕ. Малти икĕ вырăна кил хуçисем çĕнсе илнĕ, 3-мĕш позицире — Аслă Елчĕксем. Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшел ялĕн спортсменĕсен 4-мĕш вырăнпа çырлахнă.

Халăх вăййине юратакансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов саламланă, командăсем тата уйрăм вăйăçăсем кубоксемпе укçан призсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code