Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 3)

Чи пултарулли

Июлĕн 2-5-мĕшĕсенче иртнĕ Тихвин ярмăркки суту-илỹпе çеç мар, спорт программипе те пуян пулнă. Юлашки çулсенче чăваш наци "Кĕрешỹ" спорчĕ Елчĕксемшĕн юратнă дисциплина пулса тăчĕ. Кунти уçă турниртан та юлман вĕсем. Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕсем - Тимофей Антонов (55 кг) 1-мĕш, Арсений Кульмаков (42 кг) 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех турнирта вăй

Подробнее

Пĕр кунта — 120 çухрăм

Хăш-пĕр çынсем сывă пурнăç йĕркине чунпа парăннине курса тĕлĕнмелли çеç юлать. Камăн мĕнле туртăм вĕт. Пĕрисем çуранах тĕнче "касса" çỹреме юратаççĕ, теприсем мотоциклсем çине ларса çав тĕллеве пурнăçлаççĕ. Велосипедпа туслисем вара уйрăмах нумаййăн. Шăматкун "Улăп" ФОК умне икĕ урапаллă урхамахпа ярăнма юратакансен Пĕтĕм Раççейри 7-мĕш профсоюз чупăвĕн участникĕсем çитсе чарăннă. "Комсомольски-Патăрьел-Елчĕк-Комсомольски" маршрутпа

Подробнее

Хоккейçăсен çитĕнĕвĕ

Шупашкарта профессиллĕ мар хоккей лигин "Стажер" дивизионĕн чемпионачĕ вĕçленнĕ. Сакăр команда йышĕнче Юрий Рахмуллин обществăлла тренер ертсе пыракан "Яманчỹрел" команда 3-мĕш вырăнпа палăрнă. Хоккеистсенчен Станислав Васильев, Дмитрий Ермолаев, Данил Рахмуллин, Николай Васильев (Яманчỹрел), Станислав Мисяков, Алексей Вастулов (Аслă Елчĕк), Павел Доброхотов (Патреккел) чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

Подробнее

Акатуйра — 1-мĕш

Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕнче республика Акатуйĕ иртнĕ. Унăн тĕп илемĕ, паллах, чăваш наци "Кĕрешỹ" спорчĕ. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕксем 1-мĕш вырăна тухса кубока тивĕçсе пĕлтĕрхи çитĕнĕве çирĕплетнĕ, Патăрьелсемпе Шупашкарсем - призерсем. Уйрăм атлетсенчен унта Çĕнĕ Пăвари Давид Крысов (60 килограма çитичченхи виçере), Евгений Абрамов (100 кг) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Вĕсен ялĕн тепĕр

Подробнее

Çемьен тỹпи пысăк

Елчĕкри стадион-плошадкăра Паттăрлăх орденĕн кавалерне Владимир Васильевич Орлова асăнса футбол вăййине юратакансен 3-мĕш турнирне йĕркеленĕ. Ăмăртăва уçма хутшăннисем - округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Роберт Григорьев, "Улăп" ФОК директорĕ Иван Егоров, паттăрăн амăшĕ Людмила Орлова, пĕрремĕш вĕрентекенĕ Зоя Ефремова спортсменсене саламланă май, çĕршыв хỹтĕлевçин кун-çулĕнчи паллă самантсене ăшшăн аса илнĕ. Турнирта (8х8)

Подробнее

Пулас Мессисем

Самара хулинче футбол вăййине юратакан ачасен Атăл çи турнирĕ иртнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн ентешсем пурри хăйне кура мăнаçлăх. Елчĕкри "Интер" академи филиалĕн (тренерĕ - Владимир Шашков) футбол клубĕн членĕсем вĕсем: Кирилл Миллинпа Егор Кириллов. Самарăран ачасем "çĕнтерỹçĕ" ятпа килнĕ! Мессисемпе Роналдосем çакăн пек турнирсенчен тухаççĕ те…

Подробнее

Раççейре — кĕмĕл

Новосибирскра иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен çĕршыври чемпионатĕнчен Чăваш Ен представителĕсем 3 медальпе таврăннă. Йыш пысăк: 43 регионтан 200 ытла атлет вăй виçнĕ. Таяпа Энтри каччи, Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин 68 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Вăл 32 кг кире пуканне 115 хутчен тĕртнĕ. Чемпионатра палăрнисем çывăх вăхăтра

Подробнее

22-н ГТОра

"Солнышко" ача садне çỹрекенсем ГТО хастарĕсен ретне тăнă. Округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов пĕлтернĕ тăрăх, 22 шăпăрлан ултă теста парăнтарассинче пысăк ăнтăлу, çирĕп вăй-хал кăтартнă. Уйрăмах вĕсене теннис шарикне тĕллесе ывăтасси, 10 метра чупасси килĕшнĕ. "Хĕвелçĕсенчен" "Шевлесем" те юлас темен: ГТОра хăйсене улттăн тĕрĕсленĕ.

Подробнее

Призера кĕме — пĕр утăм…

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем Президент ăмăртăвĕсен республикăри тапхăрĕнче вăй виçнĕ. Спортăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче, çăмăл атлетикăра, теори конкурсĕнче, хутăш эстафетăра тупăшса вĕсем 15 командăран 4-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм зачетсенче Матвей Миллинпа Арсений Канжелев - 1-мĕшпе 2-мĕш.

Подробнее

Евăпа Софийăн çитĕнĕвĕ

Йывăр атлетсемпе кире пуканçăсен, çăмăл атлетсемпе кĕрешỹçĕсен çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр. Гимнастсем çинчен пуçласа тесен те йăнăш мар. Округра художествăлла гимнастика спорчĕ енĕпе ĕçлекен секци çук, анчах çакăншăн куçĕсем çунса тăракан, ăнтăлуллă ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕшĕн нимĕн те хĕн мар. Ева Ишмуратовăпа София Савиновăна (Елчĕк) вĕсем тренировкăсене Патăрьелне илсе çỹреççĕ. Çулла ăсталăха

Подробнее