Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 4)

Вун пĕр призер

Шупашкарта ирттернĕ йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче пирĕн çамрăк спортсменсен пухмачĕнче вун пĕр медаль пуçтарăннă. Ылтăнлисем вара Анастасия Абрамова, Матвей Романов, Антон Айметов, Александр Плотников аллинче.

Подробнее

Лайăх кăтартусемпе

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта иртнĕ республикăри çăмăл атлетсен чемпионатĕнчен вара Елчĕксем нумайăшĕ медальсемпе таврăннă. Регионта çулсерен палăракан Семен Львовăн (Шăмалак) кăкăр çине 2 ылтăн медаль çакнă: йĕтре тĕртессипе тата молот ывăтассипе. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Хăвăлçырмари Иван Ловкин 100 метра чăрмавсем урлă чупассипе, Тĕмерти Тимофей Солин сăнă ывăтассипе, Елчĕкри Алексей Васильев 1500 метра чупассипе

Подробнее

Медаль те пур

Чăваш Енри патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен 24-мĕш спартакиади пирĕн округа бронза медаль "парнеленĕ". Ăна шахматла выляса округ администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Олег Андронов çĕнсе илнĕ. Ентешсем çавăн пекех шывра ишессинче те, сĕтел çи теннис вăййинче те япăх мар ăмăртнă.

Подробнее

27-мĕш хут

Хулара пурăнакан ентешсен футбол вăййин "Туслăх" Кубокне Николай Баринов пуçарнипе ирттерме пуçланă. Çĕнĕ, 27-мĕш сезона та Кушкă ялĕнче уçнă. Халăх юратакан вăйăра 10 команда вăй виçнĕ. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов саламласа ăнăçу суннă. Каçчен пынă çивĕч тĕл пулусем çĕнтерỹçе те палăртнă: "Элпуç" команда вăл.

Подробнее

Ачасен шанăç пысăк

Вăрнарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри уçă турнирне йĕркеленĕ. Хусантан, Ульяновскран, Йошкар-Оларан, Чăваш Енри 12 хулапа округран хутшăннă 200 атлет хушшинче Елчĕксем те палăрнă. Константин Миллин тренерăн вĕренекенĕсем - Михаил Миллин (Елчĕк) чемпион ятне, Богдан Сметанинпа Богдан Юнкеров (Лаш Таяпа) бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Канашра А.Ю.Афанасьев тĕнче класлă спорт мастерĕн призĕсемшĕн те питĕ

Подробнее

Беларуçрен — ылтăнпа

Асăннă çĕршыври Киричев хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ. Раççейри 20 регионтан, çавăн пекех Абхазирен, Молдовăран, Казахстанран 800 яхăн атлет тупăшнă. Чăваш Ен чысне унта Елчĕкри Михаил Миллин хỹтĕленĕ. 35 килограмлă виçере кĕрешсе вăл ултă спортсмена парăнтарса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пысăк çитĕнỹпе ашшĕне - Константин Александрович тренера та саламлатпăр.

Подробнее

Шкулăн пĕр «ылтăн» кунĕ

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти ГТО значкисчĕсемпе çыхăннă ку. Вĕсен йышĕнче вара аслисем мар, пурте пĕрремĕшсем. Кашниех ылтăнлă. Çав ятпа маттурсене наставникĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Клементьев тата директор канашçи Анна Иванова саламланă.

Подробнее

Штангистсене асăнса

Округ центрĕнчи Спорт çуртĕнче Елчĕк ялĕнчи йывăр атлетсене - Алексей Шляпина, Александр Кедрова, Сергей Кушманова асăнса йĕркеленĕ турнира шкул ачисем хутшăннă. Çĕнĕ ятсенчен пьедестала "ылтăнланисем" çаксем: Вадим Баранов, Юрий Федотов, Никита Филимонов, Данил Купташкин, Артур Кузьмин. Вĕсене тата ытти пултаруллă атлетсене Александр Шляпин, Олег Клементьев, Кирилл Михайлов тата Кушмановсен çемйи хаклă

Подробнее

Пенсионерсем аптăрамаççĕ-ха

Елчĕксем çакна Хĕрлĕ Чутай округĕнче иртнĕ республикăри пенсионерсен XIV спартакиадинче çирĕплетнĕ. Аслă ăрурисем спортăн пилĕк тĕсĕнче вăй виçнĕ пулсан, Аслă Пăла Тимешĕнчи Римма Парферьева ГТО комплексĕн ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Асăннă дисциплинăра командăсен (Елена Степанова, Римма Парферьева, Александр Полиевтов, Петр Петрушкин) зачетĕнче ентешсем 2-мĕш позицире. 70 çултан аслисен йышĕнче шывра ишессипе

Подробнее