Пуçлăх аллинчен
Чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе ăмăртусем ирттересси йăлана çирĕп кĕрсе пырать. Шупашкарта ирттернĕ черетлĕ турнира спортсменсене саламласа чыс тума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй хутшăннă. Унăн аллинчен пирĕн ентешсем - Аслă Елчĕкри Богдан Казначеев (3-мĕш вырăн), Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов (1-мĕш) медальсемпе дипломсене илнĕ.
Подробнее
