Елчĕкри «Улăп» ФОКра округри территори пайĕсен спартакиадин календарĕпе килĕшỹллĕн арçынсен волейбол турнирне йĕркеленĕ.
Аслă Пăла Тимеш тата Лаш Таяпа командисемсĕр пуçне 7 коллектив вылярĕ унта. Кашни тĕл пулу пысăк хавхаланура тата çивĕчлĕхре иртрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Елчĕксемпе Тăрăмсем тĕл пулчĕç. Кил хуçисем халĕччен призерсен йышне кĕмен командăна çăмăллăнах çĕнтеретпĕр тесе шутларĕç пулĕ. Пĕтĕмлетỹ вара — парăну: 1:2. Турнирăн «Чи лайăх пас параканĕ» ята Диана Карпова (Тип Тимеш) тивĕçрĕ. Тĕрĕссипе вăл командăсенчи чылай арçынна мĕнле вылямаллине вĕрентрĕ.
Сăмах май, чи лайăх вăйăçăсен йышне çавăн пекех Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва) тата Александр Дудкин (Кỹлпуç) кĕнĕ.
Финал кашни куракана канăçсăрлăхра тытрĕ ахăртнех, мĕншĕн тесен Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсен кашни партийĕ пысăк хĕрỹлĕхре иртрĕ. Пĕрремĕш Шăхальсен енче пулчĕ — 25:23, 2-мĕш тапхăр та çак шутпа вĕçленчĕ, анчах хальхинче Курнавăшсем çĕнтерчĕç. Тĕп партире командăсене каллех икĕ очко уйăрчĕ, вăл Çирĕклĕ тăрăхĕнчи волейболистсем кубок хуçисем пулса тăнине çирĕплетрĕ: 15:13…
Курнавăшри шкулта Юрий Димитриевпа Герасим Смирнова асăнса ветерансен волейбол турнирĕнче 4 команда тупăшнă. Спортзал хуçисем кубока хăйсенчен вĕçертмен, «Патăрьел» тата «Унга» (Шупашкар округĕ) ушкăнсем — призерсем.

