Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Каллех çав ыйту

Каллех çав ыйту

Тăтăш калаçтараканскер, пăшăрхантараканскер: мошенниксемпе çыхăннă ыйту çапла пулса тăнă тахçанах.

Пĕтĕм массăллă информаци хатĕрĕ профилактика ĕçне çине тăрса пурнăçлать пулин те, «банк ĕçченĕсен», «ФХС сотрудникĕсен», «сотовăй телефон операторĕн»… капкăнне çакланакансем çав-çавах нумай..

Ан ман: кавычкăра илсе çырнă чăн специалистсем нихăçан та шăнкăравламаççĕ. Илемлĕ те сăпайлă, çав вăхăтрах хăратса калаçакансем — ăста артистсем тата психологсем. Санпа çыхăнăва тухиччен сăмахлу сценарине тĕплĕн хатĕрлесе хураççĕ. Кашнин хăйĕн тивĕçĕ вĕсен. Тĕп рольте вара сана е теприне кураççĕ.

Яланхиллех пурте пĕлекен пĕр паллă сĕнĕве парасшăн: ют номерпе шăнкăравлаканпа ан калаçăр! Кунтан лайăх хỹтлĕх çук!

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code