Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ултавăн ури кĕске

Ултавăн ури кĕске

Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем йышлăланни пирки маларах çырнăччĕ хаçатра.

Çакăн евĕр хыпарсем республикăра татах та пулнă. Çул çитмен ача йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе «шỹтлеме» шут тытнă — теракт пирки суя хыпар сарнă. Ун тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран, е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Ашшĕ-амăшне тата çитĕнекен ăрăва асăрхаттарсах калас килет: пурнăçра йĕркене пăхăнса тỹрĕ те тĕрĕс çулпа утар, киревсĕрлĕхпе çыхланса ырă малашлăха татса хурар мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code